«Артекра» канма путевка ҫӗнсе илнӗ
Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрне вӗренӳре, спортра, искусствӑра е общество пурнӑҫӗнче хастаррисем канма кайма тивӗҫнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Хура Тинӗс хӗрринчи лагерьте канма, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫитнӗ тантӑшӗсемпе хутшӑнма Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи чылай шкул ачи те пултарнӑ. Акӑ, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче вӗренекен Ваня Филиппов нумай пулмасть «Артекран» таврӑнчӗ.
«Большая перемена» конкурс — шкул ачисене тӗрлӗ енчен палӑрма пулӑшакан проект. Кӑҫал Ваня ҫак конкурса пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. Вӑл ҫур ҫула яхӑн тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫителӗклӗ балл пухнӑ хыҫҫӑн тепӗр тура куҫма пултарнӑ. Ҫапла Ваня пур ӗҫе пурнӑҫласа финала тухнӑ. Конкурса хутшӑннисенчен 700 ачана суйласа илнӗ. Вӗсен шутӗнче пирӗн округӑн пултаруллӑ вӗренекенӗ Ваня Филиппов та пулнӑ. Ҫӗнсе илнӗ путевкӑш