Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн ҫурчӗ хӑйӗн сӑн-питне хитрелетсех пырать. Строительсем ӑна тултан та, шалтан та тӗпрен юсаса ҫӗнетсе, ачасене вӗренме хӑтлӑ условисем пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче унта юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин паллашнӑ. «Ҫӗнӗ шкул» проектпа кунта классемпе коридорсене хитрелетес, тул енчен илемлетес енӗпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ачасене шкул ҫутӑ та ӑшӑ пӳлӗмсенче, паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен оборудованипе, сӗтел-пуканпа, вӗрентӳ хатӗрӗсемпе кӗтсе илӗ.
Строительсем хӑйсем умне лартнӑ тӗллевсене пахалӑхлӑ та вӑхӑтра пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.

