Вторник, 15 сентября

Шанчӑклӑх, яваплӑх – чи малта

Шанчӑклӑх, яваплӑх – чи малта

Кӑҫалхи Пӗрлехи суйлав кунӗччен нумаях та вӑхӑт юлмарӗ. Ун чухне — сентябрӗн 18,19 тата 20-мӗшӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созыври депутачӗсене тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш созыври депутачӗсене суйлатпӑр.

Ҫак кунсем уҫҫӑн, саккунпа килӗшӳллӗн иртчӗр тесе вара пысӑк йыш ӗҫлет. Кунта — тӗрлӗ професси ҫыннисем. Шӑпах та вӗсем хӑйсем ҫине йӗркелӳ ӗҫӗн пысӑк пайне илнӗ те.

Суйлав тытӑмӗнче ӗҫлекенсемпе ҫывӑхрах паллаштарас тӗллевпе редакци тӗпелне Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел   территори суйлав комиссийӗн председательне Инна Ядровӑна чӗнтӗмӗр. Вӑл суйлав мӗнле иртнине аякран сӑнаса тӑмасть, тӗрӗс те саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелес тесе тӑрӑшать.

— Инна  Петровна, сӑмаха тӳрех суйлав комиссийӗн ӗҫӗ ҫинчен пуҫлар-ха. Мӗнрен пуҫланчӗ сирӗн ку ӗҫ?

— Чи малтанах эпӗ Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи 818-мӗш номерлӗ суйлав комиссийӗнче сӑнавҫӑ пулса ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑнах мана секретарь ӗҫне шанчӗҫ. Тепӗр суйлавра вара участокри суйлав комиссийӗн председателӗн ҫумӗ пулма шанчӗҫ. 2023 ҫултанпа  суйлав комиссийӗн председателӗнче тӑрӑшатӑп. Суйлав участокӗ таврари пилӗк яла: Аслӑ Ҫӗрпӳел, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Йӑвашкел, Тутар Йӑвашкел, Хирти Шӑхасан  пӗрлештерсе тӑрать.

— Хӑвӑр пӗрремӗш хут суйлав комиссийӗнче ӗҫленине астӑватӑр-и? Мӗн асра юлчӗ?

— Паллах, пӗрремӗш ӗҫ кунӗ вӑл асран тухмасть, ку тытӑмра ӗҫлени пирки те ҫакнах каламалла. Суйлав участокӗ хӑйӗн алӑкӗсене уҫса ӗҫе пуҫлани тата кайран сасӑсене шутлани халӗ те куҫ умӗнчех. Уйрӑмах комисси председателӗ хӑйне мӗнле тытнине аса илетӗп, ӗҫлекенсене лӑплантарма та, хавхалантарма та пӗлетчӗ. Ку маншӑн тӗслӗх вырӑннех пулнӑ тесе шутлатӑп. Суйлав вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫынпа тӗл пулатпӑр-ҫке, шел пулин те, вӗсем хушшинче хӑйсене тытма пӗлменнисем те пур. Ку чухне те лару-тӑруран тухма пӗлмелле.

— Суйлав ӗҫне хӑвӑр хутшӑнма пуҫланӑ хыҫҫӑн суйлав пирки шухӑшсем улшӑнмарӗҫ-и?

— Эпӗ пӗр суйлава та сиктермен, яланах тулли кӑмӑлпа хутшӑннӑ. Комиссире яланах хисеплӗ те сумлӑ ҫынсем ларнине курнӑ, ҫавӑнпа та кӑтартусем пирки иккӗленмен. Паллах, суйлав тытӑмне килсен кунти ӗҫ ҫӑмӑлах маррине туйса илетӗн, анчах вӑл хӑйне евӗр питех те интереслӗ пулнине палӑртмалла, ӑна пӗтӗмпех саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелесе пыратӑн-ҫке.

— Ҫапах та суйлава килекен ҫын комисси ӗҫӗн пур тапхӑрне те курса тӑма пултарать-и?

— Комисси тӑвакан ӗҫӗн пысӑк пайне суйлавҫӑсем курмаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, комисси пайташӗсем суйлав пуҫланичченех пысӑк ӗҫ туса ирттереҫҫӗ: сасӑлава хутшӑнмалли ҫинчен килӗрен ҫӳресе пӗлтернинчен пуҫласа суйлавҫӑсен списокне питӗ тӗплӗн тӗрӗслени таранах. Суйлавра участоксене хупнӑ хыҫҫӑн тата та хӗрӳ ӗҫ кӗтет — урнӑсене уҫса сасӑсене шутламалла.

Ҫакна пӗтӗмпех сӑнавҫӑсем пӑхса тӑраҫҫӗ, тата пӳлӗмре видеосӑнавсем ӗҫлеҫҫӗ.

— Апла пулсан кашни тапхӑрта яваплӑ пулмалла…

— Суйлав комиссийӗшӗн суйлав кунӗсем чӑннипех те экзамен пулса тӑраҫҫӗ. Саккунсемпе правилӑсене пӗтӗмпех пӗлсен питӗ лайӑх паллӑ илмелле пек, анчах та хӑш-пӗр ҫынсем комисси ӗҫне чӑрмантарма тӑрӑшаҫҫӗ, ятарласа хирӗҫеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та комисси председателӗн чи малтанах ҫирӗп пулмалла тата кирек кампа та пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле.

— Эсир чылай ҫул суйлав тытӑмӗнче тӑрӑшатӑр. Хӑвӑр ҫак пысӑк ӗҫӗн пӗр пайӗ пулнине мӗнле хаклатӑр?

— Партисемпе кандидатсем те, вӗсен ӗҫ меслечӗ те тӗрлӗрен пулать. Суйлав саккунпа килӗшӳллӗн иртесси вара эпир, ҫак тытӑмра ӗҫлекенсем, хамӑр ӗҫе тӗрӗс йӗркеленинчен килет.

— Инна Петровна, пирӗн паянхи калаҫу ытларах суйлав тытӑмӗ ҫинчен пычӗ. Кулленхи пурнӑҫ мӗнлерех иртет сирӗн?

— Кулленхи пурнӑҫра эпӗ — ыттисем пекех, икӗ ача амӑшӗ, хисеплӗ мӑшӑр, муниципаллӑ служащи — тӗп библиотека директорӗ тата суйлав тытӑмӗн ӗҫченӗ. Ҫаксенчен пӗтӗмпех кун мӗнле иртесси килет% кил хуҫалӑхӗнчи ӗҫсем, тӗп ӗҫ… Суйлав кампанийӗн тапхӑрӗнче ӗҫ тата хутшӑнать. Ҫулсеренех улшӑнусем те пулаҫҫӗ,  пӗрисем каяҫҫӗ, теприсем килеҫҫӗ, вӗсене вара вӗрентмелле, ӗҫе хӑнӑхтармалла.

— Ҫемьере, ӗҫре, обществӑлла ӗҫре е кулленхи пурнӑҫра мӗне мала хуратӑр?

— Кирек ӑҫта пулсан та маншӑн чи малтанах пӗр-пӗрне шанни, килӗштерсе ӗҫлени, ӑнланни пӗлтерӗшлӗ. Кун пек чухне кӑна ӗҫ ӑнать. Ҫын пӗччен чухне нимӗн те тӑваймасть. Пӗрлӗхре — пирӗн вӑй. 

— Инна Петровна, пысӑк тав сире калаҫушӑн.

Алевтина Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *