Вторник, 15 сентября

Чи лайӑх 100 хуҫалӑх йышӗнче

Етӗрне округӗнче Чӑваш Енри фермерсен  VI слечӗ иртнӗ. Унта республикӑри фермер (хресчен) хуҫалӑхӗ тытакан 200 яхӑн ертӳҫӗ пуҫтарӑннӑ. Вӗсем аграри секторне аталантарас, патшалӑх паракан пулӑшусемпе тухӑҫлӑ  усӑ курас тата ытти ыйтусем тавра пӗрле канашласа калаҫнӑ.

Унтах ҫулсеренех палӑртакан «Агро К(Ф)Х—100» рейтинга та пӗтӗмлетнӗ.  Ӑна хатӗрленӗ чухне фермер хуҫалӑхӗн производство калӑпӑшне, техника шутне, ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтернине, ӗҫ укҫин виҫине, тухӑҫлӑхӗпе финанс ӑнӑҫлӑхне шута илнӗ. Пирӗн округри фермерсем чи лайӑх 10 хуҫалӑх шутне кӗреймесен те 100 хуҫалӑх хушшинче чылайӑн. Р.Г.Айсынӑн хуҫалӑхӗ — 15-мӗш, Г.М.Хайртдинован  хуҫалӑхӗ — 27-мӗш, Г.В.Атласкинӑн хуҫалӑхӗ — 31-мӗш, З.М.Сафиуллинӑн хуҫалӑхӗ — 43-мӗш, Р.М.Мансуровӑн хуҫалӑхӗ — 44-мӗш, Р.А.Хайртдиновӑн — 61-мӗш, Р.М.Шарафутдиновӑн хуҫалӑхӗ — 66-мӗш, Т.Г.Хайртдиновӑн хуҫалӑхӗ — 70-мӗш, Х.Я. Миназетдиновӑн хуҫалӑхӗ — 72-мӗш, И.И.Пахаловӑн хуҫалӑхӗ — 84-мӗш, В.В.Михайловӑн хуҫалӑхӗ — 91-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *