Вторник, 15 сентября

Черетлӗ ыйту  — хытӑ каяшсен полигонӗ

Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хамӑр тӑрӑхри халӑха хумхантаракан ыйтусем ҫине уҫӑмлӑх кӗртес тӗллевпе тунтикунсерен  «Вконтакте» социаллӑ сетьре «1 ыйту — 1 хурав» тӳрӗ эфира тухать. Черетлӗ калаҫу Комсомольскинчи хытӑ каяшсен полигонӗ (халӑхра каланӑ пек  «свалка») пирки пычӗ.

Ку объекта иртнӗ ӗмӗрти 80 ҫулсенче уҫнӑ. Комсомольскинчи предприятисемпе ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем унта 30 ытла ҫул хушшинче нумай каяш пырса тӑкнӑ. 2016 ҫулта ӑна хупасси ҫинчен йышӑну пулнӑ. Полигон вырӑнӗнче, унӑн хуҫине — район администрацине — рекультиваци ӗҫӗсем тума хушнӑ. Ҫав вӑхӑтрах саккуна пӑхӑнманнисем унта производствӑри, хуҫалӑхри каяшсене килсе тӑкма пӑрахман.

Юлашки ҫулсенче округ администрацийӗ полигон пулнӑ вырӑна йӗркене кӗртес тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ. Унта каяшсем тӑкма юраманни пирки асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Рекультиваци  тумалли проект та хатӗрленӗ. Анчах та проектра пур енсене те шута илменни  палӑрнӑ.  Ҫавӑнпа та халӗ ҫӗнӗ проект хатӗрлес ӗҫсем пыраҫҫӗ.

Ку объект патшалӑх реестрӗнче тӑрать. Унти лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас тесе Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк министерствисемпе пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ проект хакӗ 19 миллион тенке яхӑн.  Проект хатӗрлесси хӑвӑрт пулакан ӗҫ мар. Кунта кашни япалана шута илмелле. Шӑпах ҫак шухӑшсене палӑртрӗ Николай Никандрович эфир вӑхӑтӗнче. Малашне полигон пулнӑ вырӑнта туса ирттермелли проект хатӗрлесси мӗнле пынине, рекультиваци ӗҫӗсем пирки халӑха пӗлтерсе тӑма шантарчӗ. Округ пуҫлӑхӗ ку объект шыв сыхлавӗн зонин ҫывӑхӗнче пулнӑ май  экологи енчен те хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарнине лайӑх ӑнланнине, ҫавӑнпа та май пур таран ку лаптӑка йӗркене кӗртес енӗпе ӗҫсене хӑвӑртлатас тӗллевлӗ пулнине асӑнса хӑварчӗ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *