Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк округри ҫӗр ӗҫченӗсене ҫитӗнтернӗ тырпула пуҫтарса кӗртес енӗпе чылай чӑрмав кӳчӗ. Апла пулсан та ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче тӑрӑшакансем уяр кунсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшрӗҫ.
Августӑн 26-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсем 4538 гектар ҫинчен (тырпулӑн пӗтӗм лаптӑкӑн 36,7 процентне) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине 15122 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 33,3 центнер.
Округри «Слава картофелю» агрофирмӑра тата Н.Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗнче ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ку ӗҫе 20 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ, 975 тонна пуҫтарнӑ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» вӑтам тухӑҫӗ кашни гектар пуҫне 487,5 центнерпа танлашать.
«Урожай» колхоз 60 гектар кӗр тыррисем акнӑ, 650 гектар тырпула тӗшӗленӗ, тухӑҫ — 36,3 центнер. Ҫанталӑк уяртнӑ вӑхӑтсемпе усӑ курса ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх апачӗ янтӑлаҫҫӗ, кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.
Минзаит Зайнуллин.

