Кӑҫалхи март уйӑхӗнче ял пухӑвӗнче округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин Эткер ялӗнчи урама асфальтлӑ ҫул сарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл вӑхӑта ҫынсем хушшинче ҫакна шанманнисем те пулчӗҫ пулӗ.
Нумаях пулмасть ялти Школьная урамра техника кӗрлеме пуҫларӗ. «Эльбрус» ООО ӗҫченӗсем кӗске вӑхӑтрах ҫула асфальт сарса та хучӗҫ. Ял ҫыннисем «Хӑрушлӑхсӑр ҫулсем» проект мӗнле пурнӑҫланнине хӑйсен куҫӗсемпе курса ӗненчӗҫ. Такӑр ҫулпа утма та меллӗ, автотранспорт хатӗрне те ҫӳреме лайӑх. Асфальтлӑ ҫул урам сӑн-сӑпатне те илемлетрӗ.
Округ пуҫлӑхне Н.Н.Раськина тата унӑн ҫумне А.Г.Кузьмина ял ҫыннисем чӗререн тав тӑваҫҫӗ. Ялсен инфраструктурине лайӑх енне улӑштарас енӗпе малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу сунаҫҫӗ.
Елена Юманова,
ял старости.

