Среда, 16 сентября

Паттӑрсен ячӗсем яланах асра

Паттӑрсен ячӗсем яланах асра

Пӗтӗм халӑх пекех Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнӗ Шӑхран ҫыннисем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн юн тӑкнӑ. Чылайӑшӗ ҫапӑҫу хирӗсенчех выртса юлнӑ. Ҫӗнтерӳпе ҫуралнӑ тӑрӑха таврӑннисем тӳрех мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсенчен пӗри — Илья Петрович Петров.

Вӑл 1938 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ. Служба вӗҫленсе пынӑ вӑхӑтра нимӗҫ фашисчӗсем сӗмсӗррӗн пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗнӗ. Илья Петрович тӳрех вӑрҫӑ вутне лекнӗ. Вӑл 745-мӗш бомбардировка авиацийӗн полкӗн йышӗнче  чылай ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Хӑюллӑ сержант-летчик радист, стрелок пулса сывлӑшра тӑшмана хирӗҫ кӗрешнӗ. Паттӑрлӑхшӑн наградӑсене те тивӗҫнӗ.

Яла таврӑнсан вӑрҫа пула юхӑннӑ колхоза ҫӗклес тесе нумай вӑй хунӑ. Клавье ятлӑ хӗрпе мӑшӑрланса 3 ывӑлпа хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. Шел пулин те, вӑрҫӑра илнӗ суранӗсем ӑна канӑҫсӑрлантарсах тӑнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ  1969 ҫулта татӑлнӑ. Вӑл вӑхӑтра Илья Петрович  54 ҫулта анчах  пулнӑ.

Вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсене пирӗн манса кайма юрамасть. Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шӑхран клубӗнче  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 81 ҫул ҫитнӗ ятпа  хӑюллӑ летчика асӑнса мемориаллӑ хӑмана савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Ҫак мероприятие йӗркелес тӗлӗшпе П.Н.Зайцев таврапӗлӳҫӗ нумай ӗҫленӗ. Мероприятие Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра пулнисен ветеранӗсен совечӗн округри председателӗ Н.И.Смирнов,  совет членӗ, таврапӗлӳҫӗ В.Т.Павлов, вӑрҫӑ ветеранӗн тӑванӗсем, ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

«Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен ҫынчӗ. Суранӗсем канӑҫ памасан та ялти пӗр ӗҫрен те юлмастчӗ», — терӗ Илья Петровичӑн кинӗ Л.В.Петрова. Хӗрӗ, Вера Ильинична та ашшӗ ҫинчен нумай каласа пачӗ. Анатолий Атласкин хӑйӗн йыснӑшӗн ятне манса кайманшӑн, ун ячӗпе асӑну хӑми уҫма май тупнӑшӑн Павел Николаевича тата ветерансен совечӗн членӗсене чӗререн тав турӗ.

Ку мероприяти Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхех асра тытмаллине палӑртакан черетлӗ утӑм пулчӗ. Паттӑрсен ячӗсене манса каймалла мар.

Людмила Тихонова,

ялти ветерансен совечӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *