Августӑн 22-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ В.А.Ильин вице-адмирала халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ. Шӑпах ҫак кун, августӑн 22-мӗшӗнче, 1948 ҫулта Шурут-Нурӑс ялӗнче Владислав Алексеевич ҫут тӗнчене килнӗ. Сумлӑ ентеш пӗтӗм пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалалланӑ, Тинӗс-Ҫар флотне аталантарас енӗпе тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та уншӑн патшалӑх символӗ яланах малти ретре пулнӑ.
В.А.Ильин 1971 ҫулта Тинӗс-Ҫар училищине хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. 1982 ҫулта Тинӗс-Ҫар академинче вӗреннӗ. 1983 ҫулта ӑна пӗрремӗш рангри капитан званине панӑ. Ҫак ҫулах службӑри хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ. 1992 ҫулта контр-адмирал, 1995 ҫулта вице-адмирал пулса тӑнӑ. Раҫҫей Тинӗс-Ҫар флочӗн командованийӗн яваплӑ чылай ӗҫӗсенче тӑрӑшса ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗ, ӑста та пултаруллӑ офицер пулнине туллин ҫирӗплетсе панӑ. Яваплӑ вырӑнсенче пулсан та вӑл ҫынсем хушшинче пулма тӑрӑшнӑ, спорта юратнӑ.
Мероприяти Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнчи Сӳнми ҫулӑм умне чечексем хунинчен пуҫланнӑ. Малалла вара «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Паллӑ ентеше Владислав Ильина аса илсе тата Патшалӑх ялавӗн кунӗ ячӗпе пуҫтарӑннисене саламласа округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.А.Попов, «Сыны Отечества» офицерсен юлташлӑхӗн регионсем хушшинчи обществӑлла организацийӗн правленийӗн председателӗ, ҫар наукин докторӗ И.Н.Николаев, «Сыны Отечества» правлени членӗ, пӗрремӗш рангри капитан О.И.Пильщиков тата ыттисем те сӑмах илсе калаҫнӑ. Владислав Алексеевичӑн флотри ӗҫӗ-хӗлӗ тата ҫӗршыв символӗ — Патшалӑх ялавӗ пӗр-пӗринпе уйрӑлми тачӑ ҫыхӑнса тӑнине палӑртнӑ. В.А.Ильин вице-адмирал ячӗпе асӑну медалӗ туса хунӑ. Унпа Тӑван ҫӗршывшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа нумай ҫул вӑй хуракансене наградӑлаҫҫӗ. Шӑпах асӑннӑ мероприятире округ пуҫлӑхне Николай Раськина, «Вице-адмирал Владислав Алексеевич Ильин» медалӗн макечӗн авторне, пирӗн ентеше, Андрей Молокова, «Слава картофелю» агрофирма» ООО генеральнӑй директорне Хасиятулла Идиатуллина, Владимир Михеев предпринимателе, шалти ӗҫсен министерствин ветеранне Мария Илларионовӑна, Шурут вӑтам шкулӗн директорне Николай Андреева, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн директорне Евгений Савельева, «Шеф-самурай» сечӗсен генеральнӑй директорне Юрий Лизнова, Владимир Бахматов журналист-краеведа, Хирти Мӑнтӑр ялӗн волонтерне Герман Крылова, Хырай Ӗнел ялӗн волонтерне Нина Зайцевӑна, Комсомольскинчи райпо председательне, округри депутатсен Пухӑвӗн председательне Светлана Грачевӑна (ӑна ҫак мероприятире «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа — 80 ҫул» юбилей медалӗпе те наградӑланӑ) чысланӑ.
Ҫӗкленӳллӗ марш ҫеммипе округри чи лайӑх кадетсен отрячӗсем утса иртнӗ. Мероприятире Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн ҫамрӑк артисчӗсем, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем, Шурут тата Тукай территори уйрӑмӗсенчи коллективсем пуҫтарӑннисем умӗнче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Ҫак мероприяти округра пурӑнакансем мухтавлӑ ентешпе хӑпартланнине, ӑна яланах асра тытнине ҫирӗплетет.
Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

