Вторник, 15 сентября

Картиш командисем вӑй виҫрӗҫ

Картиш командисем вӑй виҫрӗҫ

Ҫу тӑршшӗпех округра «Картиш тренерӗ» проект ӗҫлерӗ. Вӑл ачасен канӑвне усӑллӑ ирттерме, сывлӑхӗ- сене ҫирӗплетме, спорт енӗсемпе ӑсталӑха ӳстерме май пачӗ. Опытлӑ тренерсем вӗсемпе тӑтӑшах хӑнӑхтарусем ирттерчӗҫ.

Августӑн 21-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче картиш командисем хушшинче мини-футбол енӗпе турнир иртрӗ. Унта ачасем хӑйсен ҫӑвӗпе туптанӑ пултарулӑхне кӑтартса пачӗҫ. Вӗсене «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗ Е.А.Тихонов,  партин «Ача-пӑча спорчӗ» проект координаторӗ П.Ю.Порядков саламласа ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Вӑйӑсем интереслӗ те хӗрӳ иртрӗҫ. Кашниех хӑйӗн ӑсталӑхне туллин кӑтартса выляма тӑрӑшрӗ. Комсомольскинчи Кабалин микрорайонӗнчи ачасен команди пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Урмаел ялӗнчи картиш команди иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Хирти Мӑнтӑртан килнӗ команда виҫҫӗмӗш вырӑнта пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп грамотисемпе тата медальсемпе наградӑларӗҫ.

Асӑннӑ проект ачасене ҫулла вӑхӑта чӑннипех те усӑллӑ та интереслӗ ирттерме май панине туллин ҫирӗплетет.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *