Суббота, 5 сентября

Вӗсем яланах халӑхпа пӗрле

Вӗсем яланах халӑхпа пӗрле

Кӑҫал Юратупа шанчӑклӑх уявӗ ячӗпе округра иртнӗ хаваслӑ мероприятире нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакан ҫемьесене «Юратупа шанчӑклӑх» медалӗ парса чысларӗҫ. Наградӑна тивӗҫнисем хушшинче Киров поселокӗнче пурӑнакан  Валентина Алексеевнӑпа Анатолий Петрович Красновсем те пур. Вӗсем хӑйсен ырӑ ӗҫӗсемпе, килӗшӳллӗхӗпе поселокра ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Анатолий Петрович хӑйӗн ӗмӗрне, кулленхи пурнӑҫне ялпах ҫыхӑнтарма шутланӑ. Совет Ҫарӗнче службӑра пулса таврӑннӑ хыҫҫӑн «Россия» колхозра трактористсем хатӗрлекен 6 уйӑхлӑх курса вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн тӑван хуҫалӑхра «хурҫӑ утпа» ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫулсеренех уй-хир ӗҫӗсене хутшӑннӑ, шаннӑ ӗҫсене пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑк ҫӗр ӗҫне лайӑхрах пӗлес шухӑшпа малалла вӗренме шутланӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл 1983 ҫулта Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумне ҫул тытнӑ. Ӑна ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Анатолий Петровича колхоз правленийӗ бригадира пулӑшаканӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Пултарулӑхне кура 1987 ҫулта колхозри пӗрремӗш комплекслӑ бригадӑна ертсе пыма шанаҫҫӗ. Ку вӑхӑтра «Россия» районта чи пысӑк колхозсенчен пӗри пулнӑ. Уй-хиртен продукци илес енӗпе те, выльӑх-чӗрлӗх продуктивлӑхӗпе те лайӑх ӗҫлесе пынӑ. Анатолий Краснов ертсе пыракан бригада ӗҫченӗсем те тухӑҫлӑ продукци ҫитӗнтернӗ.

Киров поселокӗнче пурӑнакансем тӗп хуҫалӑхран уйрӑлса тухса уйрӑм колхоз йӗркелесен ӑна ертсе пыма Анатолий Петровича шанаҫҫӗ. Ҫӗнӗ хуҫалӑха ал-ура ҫавӑрса яма ҫӑмӑлах пулман. Мӗншӗн тесен «Россия» колхозра пулнӑ вӑхӑтра ялта нимӗнех те туман. Тӗп строительство ӗҫӗсем Александровка ялӗсенче пынӑ. Киров ячӗллӗ хуҫалӑхӑн пурлӑхпа техника никӗсӗ чухӑнрах пулин те унти ӗҫченсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене те, вырмана та  вӑхӑтра пуҫласа вӗҫлеме тӑрӑшнӑ. Колхоз ӗҫӗсем пирки шутласа ҫӗр ҫывӑрайман каҫсем председателӗн сахал мар пулнӑ. 8 ҫул ертсе пынӑ вӑл пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха. Ҫав йывӑр ҫулсене халӗ те манаймасть вӑл. Ҫӗршыв рынок экономики ҫине куҫнӑ май йывӑрлӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса тӑнӑ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материалсен хакӗсем ӳснӗ, туса илнӗ продукци йӳнӗпе сутӑннӑ. Колхозра вара агротехника ӗҫӗсене пурнӑҫламалла пулнӑ, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ те пулӑшу кӗтнӗ. Анатолий Краснов темӗнле кӑткӑс пулсан та колхоза сыхласа хӑварма пултарнӑ. 1996—2006 ҫулсенче ҫакӑнтах тӗп аграномра вӑй хунӑ. Хӑйне шаннӑ ӗҫе яланах вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Хастарлӑхшӑн чылай наградӑна тивӗҫнӗ вӑл. Ҫӗр ӗҫне юратни, ял ҫыннисемпе пӗрле пулни ӑна хӑват парса пынӑ. Юнашар вара ӑшӑ сӑмахсемпе, ырӑ канашсемпе яланах пулӑшу пама хатӗр мӑшӑрӗ пулни Анатолий Петровича хавхалантарса тӑнӑ.

1979 ҫулхи июнӗн 2-мӗшӗнче ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртаннӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗрле пурӑнма, пӗр ҫулпа утма А.Краснов пӗрле ҫитӗннӗ хӗре суйласа илнӗ. Валентина Комсомольски вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Ульяновск, Ҫӗрпӳ хулисенче сӗт завочӗсенче ӗҫленӗ. Тӑван тӑрӑха таврӑнса ҫемьеллӗ пулсан Комсомольски райповӗн системинче сутуҫӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл та пӗлӗвне малалла ӳстерсе пынӑ. 1987 ҫулта Шупашкарти коопераци техникумне вӗренсе пӗтернӗ. Поселокран район центрне чылай ҫул ҫӳренӗ. Комсомольскинчи  «Гастроном» магазин коллективне те ертсе пынӑ. Халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерес енӗпе тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Валентина Алексеевнӑна чылай награда парса чысланӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин потребкоопераци ветеранӗ.

Мӑшӑрсен ӗҫӗ канӑҫсӑр пулсан та вӗсем ҫемье ӑшшине тытса пыма май тупнӑ. Красновсем ывӑлпа хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. Вӗсене пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑ. Тӗпренчӗкӗсем ашшӗ-амӑшӗн шанӑҫне тӳрре кӑларнӑ. Иккӗшӗ те аслӑ пӗлӳ илнӗ. Хӑйсем суйласа илнӗ специальноҫсемпе тӑрӑшаҫҫӗ. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра вӗсемшӗн ашшӗ-амӑшӗ тӗслӗх вырӑнӗнче.  Красновсене халӗ 4 мӑнукӗ савӑнтарать. «Хӑнана ачасемпе мӑнуксем килсен пӳрт ҫуталсах каять. Чун-чӗресенче хавхалану ҫуралать», — палӑртать Анатолий Петрович.

Тивӗҫлӗ канура пулсан та мӑшӑрсем яланах халӑх хушшинче. Анатолий Петрович 20 ҫул  Киров поселокӗн старости. Тӑван тӑрӑх пуласлӑхӗ чунтан пӑшӑрхантарать ӑна. Поселокра  урамсене, масара, ҫырма-ҫатрана тирпей-илем кӗртеҫҫӗ-и, ватӑ ҫынсене юбилейсемпе  савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламлаҫҫӗ-и, пӗр-пӗр уяв ячӗпе мероприяти ирттереҫҫӗ-и — Анатолий Петрович яланах халӑхпа пӗрле. Поселок историйӗпе те интересленет вӑл. Хусан тата Сӑр тӑрӑхӗнчи хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ ял ҫыннисем пирки материалсем  шырать. «Вӗсен тулли списокне хатӗрлесшӗн, анчах та ҫав ҫулсене астӑвакансем ҫук», — пӗлтернӗччӗ вӑл пӑшӑрханса.

Пӗр-пӗрне юратса, ӑнланса, пулӑшса пурӑнаҫҫӗ мӑшӑрсем. Ҫирӗп хуҫалӑх тытаҫҫӗ вӗсем, садра тӗрлӗ йывӑҫ ҫимӗҫӗсемпе савӑнтарать, картишӗнче выльӑх-чӗрлӗх сассине парать. Килти ӗҫсене те йӗркелеме ӗлкӗреҫҫӗ вӗсем, обществӑлла ӗҫсене те ертсе пыраҫҫӗ.

Малашне те Красновсен пурнӑҫӗ ӑнса пытӑрччӗ, пур ӗмӗчӗсем  те пурнӑҫланччӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *