Умра ҫӗнӗ — вӗренӳ ҫулӗ. Ҫуллахи каникул вӗҫлениччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Апла пулсассӑн, иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетме тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пурнӑҫа кӗртмелли плансене палӑртма вӑхӑт. Ҫавна май август уйӑхӗн юлашки кунӗсенче округри педагогсен йӑлана кӗнӗ Августри конференцине йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал ҫакӑн пек мероприяти августӑн 25-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче иртрӗ.
Педагогсен конференцине муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен округри Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, Чӑваш республикин Вӗренӳ министерствин хушма пӗлӳ уйрӑмӗн начальникӗ Наталья Кондратьева, округри Обществӑлла Канаш председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, «Строймашсервис» ООО директорӗ Радомир Егоров, округри вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем, шкулсен, хушма вӗренӳ учрежденийӗсен педагогӗсем, ача сачӗсен ӗҫченӗсем йышлӑн хутшӑнчӗҫ.
Чи малтанах пуҫтарӑннисем фойере вырнаҫтарнӑ куравпа паллашрӗҫ. Кунта курса тӗлӗнмелли чылай пулчӗ% педагосем те, вӗренекенсем те, шкул ҫулне ҫитменнисем те, воспитательсем те пур ӗҫре те маттур. Вӗсем ачасене вӗрентнипе, воспитани панипе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, куллен вун-вун конкурса хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗ аталанаҫҫӗ, ӑсталӑха ӳстереҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, «Колосок» ача садне ҫӳрекенсем мӗн пӗчӗкрен тӗрлӗ тӗслӗ ҫиппе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Ача садӗнче Танзиля Каримуллина тата Гузелия Медведева воспитательсем ертсе пынипе «Ткацкие мотивы» проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Чӑваш, тутар, вырӑс халӑхӗн тум-тирӗпе, йӑли-йӗркипе те фойере туллин паллашма май пулчӗ. Кӗнекесен выставки те педагогсемшӗн кӑсӑклӑ. Ӗлӗкхи партта хушшинче асӑнмалӑх сӑн ӳкерекенсем те чылайӑн пулчӗҫ. Шкулсенче вӗренекенсем технологи урокӗнче ӑсталанӑ тӗрлӗ илемлӗ япаласем тата ытти экспозицисем пурне те тыткӑнларӗҫ.
Мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пурне те ҫывхарса килекен Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламларӗ, иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пысӑк пултарулӑхпа палӑрнӑ педагогсене Тав хучӗпе чысларӗ. Вӗсене Асанкасси вӑтам шкулӗн социаллӑ педагогӗ Д.А.Белова, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ют чӗлхе учителе Т.П.Иванова, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн библиотекарӗ Л.М.Михайлова, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн ӗҫченӗ С.Я.Цветкова, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗн биологи тата хими учителӗ Н.И.Яшина тивӗҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех округ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, «Эффективный регион» проекта ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн тата республика шайӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑшӑн округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.Н.Соколовӑна, «Радуга» ача садне, Чӗчкен тӗп шкулне Тав хучӗсемпе саламларӗҫ.
Чӑваш республикин Вӗренӳ министерствин хушма пӗлӳ уйрӑмӗн начальникӗ Наталья Кондратьева пуҫтарӑннисене ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунчӗ, наградӑсемпе чысларӗ. В.Г.Гордеев (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Г.Е.Кузнецова (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ). О.Ю.Курицына (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Е.В.Лазарева (Асанкасси вӑтам шкулӗ), А.В.Мухина (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Н.И.Плеткина (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), Г.М.Ямалетдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) ӗҫри ӳсӗмсемшӗн «РФ вӗренӳ сферин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫрӗҫ. Тукай Мишер вӑтам шкулӗн педагог-психологне А.Н.Зарифзяновӑна, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн педагог-психологне Н.А.Мельниковӑна ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотипе наградӑларӗҫ. Пуҫаруллӑ педагогсене «Единая Россия» партин Тав ҫырӑвӗсемпе тата ытти Хисеп грамотисемпе чысларӗҫ.
Вӗренӳ сферин республикӑри мониторингӗпе Комсомольски округӗ ТОП—5 йышра. Ку — педагогсен, ачасен, ашшӗ-амӑшӗн пӗрлехи ҫитӗнӗвӗ.
Ҫулсерен ҫуллахи вӑхӑтра вӗренӳ учрежденийӗсем ачасене кӗтсе илме мӗнле хатӗрленнине ятарлӑ комисси тӗрӗслет. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх чи лайӑххисен шутне Хирти Явӑш, Комсомольски 1-мӗш, Тукай Мишер, Нӗркеҫ вӑтам тата Чӗчкен тӗп шкулӗсем кӗнӗ. Чи лайӑх ача сачӗсен йышӗнче: «Радуга», «Рябинушка», «Лейсан» ача сачӗсем. Шкул ачисен спарткиадинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам тата Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗсене ҫитекенни пулман. Аслӑ Чурачӑксем, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелсем — иккӗмӗш, Ҫӗнӗ Мӑратсем, Хырхӗррисем — виҫҫӗмӗш.
Округра вӗренӳ сферин аталанӑвӗпе, педагогсемпе вӗренекенсен ҫитӗнӗвсемпе вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Евгения Соколова тӗплӗн паллаштарчӗ. Кӗскен палӑртса хӑварас пулсассӑн: округра 388 педагог тӑрӑшать. Вӗсенчен 80 проценчӗ — пӗрремӗш тата пысӑк квалификациллӗ специалистсем. Ҫитӗнӳсем те савӑнтараҫҫӗ. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулне 35 ача медальпе пӗтернӗ. Урмаел вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Рине Арифуллина вырӑс чӗлхипе 100 балл илнӗ, виҫӗ предметпа — 294 балл. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Иван Филиппов — биологи предмечӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра палӑрнӑ. Округри 87 ача Раҫҫейри тӗрлӗ олимпиадӑсемпе конкурссене хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем тӗрлӗ проектсенче, пултарулӑх конкурсӗсенче хастар. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче те педагогсене, ачасене ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫитӗнӳ сунатпӑр.
Алевтина Антонова.

