Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе старт илнӗ «Сывлӑх патне утӑм» проект иккӗмӗш ҫул ялсемпе хуласенче ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗрсе пырать. Ҫӗнӗлӗхе халӑх туса, ырӑ кӑмӑлпа йышӑнни те ҫакнах ҫирӗплетет.
Августӑн 20-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп больница территорине «Ачасен тухтӑрӗ» сывлӑх пуйӑсӗ килсе вырнаҫрӗ. Кӑшт маларах округри тӗп сыватмӑш картишӗнче ҫынсен сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтӑвӗсене татса пама «Кардиопоезд» пулнӑччӗ. Вӗсем иккӗшӗ те «Сывлӑх патне утӑм» проектпа ҫыхӑннӑ кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсем.
Ҫӗршыв малашлӑхӗ, унӑн ырӑ пуласлӑхӗ — ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑру аллинче. Вӑл ҫирӗп сывлӑхлӑ та анлӑ тавра курӑмлӑ, чӑн-чӑн патриот пулса ҫитӗнни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫак ыйтусене пурнӑҫа кӗртме ҫӗршыв ертӳҫи, Республика Пуҫлӑхӗ те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ҫирӗплетнӗ графикпе килӗшӳллӗн Комсомольскине ҫитнӗ куҫса ҫӳрекен «Ачасен тухтӑрне» ача-пӑча та, ашшӗ-амӑшӗ те хапӑлласа кӗтсе илчӗҫ. Чӑн малтанах ҫак территори ачасен савӑнӑҫлӑ сассипе тултӑр, вӗсен кӑмӑлӗ савӑк пултӑр тесе илӗртме кунта «Клепа» клоун вӑйӑсем йӗркелерӗ.
Республикӑри тухтӑрсемпе куҫа-куҫӑн курнӑҫма килекен кашни ашшӗ-амӑшӗпе ачана хаваслӑ клоун кӗтсе илсе ӑсатса ячӗ. «Сывлӑхлӑ малашлӑх» республика программипе ҫула тухнӑ тухтӑрсем кунта килнӗ кашни ачана йышӑнчӗҫ, вӗсен сывлӑхне тӗрӗслерӗҫ, кирлисене УЗИ, ЭКГ кӑларчӗҫ, тӗрлӗрен анализ илчӗҫ, юн пусӑмне тӗрӗслерӗҫ.
Чи пахи — специалистсем анализсен результачӗсемпе ҫийӗнчех вӗсене чиртен профилактика тумалли, сипленмелли сӗнӳсем пани. Ҫак кун пӗчӗк пациентсене сывлӑхне невролог, эндокринолог, кардиолог, хирург, офтальмолог, отоларинголог, дерматолог, гинеколог, педиатр, стоматолог йышӑнчӗҫ, ашшӗ-амӑшне хумхантаракан ыйтусем ҫине туллин хуравларӗҫ, сиплев курсӗсене палӑртрӗҫ. Тӗп хуларан килсе ҫитнӗ «Ачасен тухтӑрӗ» сывлӑх пуйӑсӗ ҫак кун 220 ача сывлӑхне тӗрӗслерӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнӑ проект ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине кашниех сӑмахпа ҫирӗплетрӗ, Шупашкартан килнӗ тухтӑрсене паха канаш-сӗнӳсемшӗн чӗререн тав турӗ.
Алевтина Ефремова.

