Вторник, 15 сентября

Ҫӗнӗ курав ӗҫлеме пуҫларӗ

Ҫӗнӗ курав ӗҫлеме пуҫларӗ

Августӑн 13-мӗшӗнче Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче  «Между Волгой и Уралом» халӑхсем хушшинчи академи проекчӗпе 3-мӗш симпозиум шучӗпе ӳкернӗ картинӑсен выставки ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку проект тӗрлӗ регионсенчи художниксене ҫыхӑнтарса хӑйсен творчествипе паллаштарма, ҫӗнӗ сӑнарсем шырама, ҫӗршыв историйӗпе культури пирки шутлама хавхалантарать. Выставкӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавӑнпа та  ӳкерчӗксенче ҫар, вӑрҫӑ тата ветерансен мирлӗ  пурнӑҫри ӗҫӗ-хӗлӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Экспозицие Раҫҫей художникӗсен творчествӑлла союзӗн регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ.

Выставкӑна «Ҫӗр тата ҫынсем» музей директорӗ А.О.Полякова уҫрӗ, унӑн тӗллевӗ пирки каласа пачӗ.

Ку тӗлпулу культура канӑвӗ  анчах мар, тӗрлӗ ӑрусене ҫыхӑнтаракан мероприяти. Вӑл тӗрлӗ вӑхӑтри ӑрусене ҫывӑхлатма пулӑшать. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗ выставкӑна уҫнӑ самантра округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Г.Кузьмин. Вӑл талантлӑ сӑрӑҫӑсем искусство урлӑ ҫӗршывӑн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсене сӑнласа пама тӑрӑшнине асӑнчӗ.

Музейре 8 художникӑн ӗҫӗсене тӑратнӑ. Вӗсене тӗрлӗ жанрсемпе, тӗрлӗ мелсемпе тунӑ. Раҫҫейри художниксен творчествӑлла союзӗн правленийӗн председателӗ Геннадий Дубравин, Владислав Зотиков скульптор, Петр Пупин живописец, Олег Ксенафонтов керамист тата пирӗн ентеш, Урмаел ялӗнче ҫуралса  ӳснӗ Вагиз Камалетдинов  художник хӑйсен творчествипе паллаштарчӗҫ. Музея вӗсем хӑйсен ӗҫӗсене парнелерӗҫ.

Округӑн культура, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗн начальникӗ Д.Н.Грибова пурне те унта ҫитсе курма сӗнчӗ. Выставка сентябрӗн 13-мӗшӗччен ӗҫлет.

Гелия Гинатуллина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *