Вторник, 15 сентября

Ҫемье «вучахӗ» малашне те ӑшӑлӑх парса тӑтӑр

Ҫемье «вучахӗ» малашне те ӑшӑлӑх парса тӑтӑр

Пӗр-пӗрне юратни, ҫур сӑмахран ӑнланни, сӗнӳпе те, ӗҫпе те пулӑшса пыни ҫемьесенче килӗшӳ  патне илсе пырать. Ӑнӑҫу тенӗрен, пурнӑҫ такӑр ҫул мар, унта тумхахлӑ вырӑнсем те тӗл пулаҫҫӗ. Сиксе тухнӑ кӑткӑс ыйтусене пӗрле шутласа татса пани, хуйхӑ-суйхӑна пӗрле пайлани, кил-ҫуртра чашӑк-тирӗк шакӑртатсан та килӗшӳ патне ҫитсе тухма пултарни Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнчи Людмила Арсентьевнӑпа Геннадий Ильич Архиповсене 40 ытла ҫул мӑшӑрлӑн алла-аллӑн тытӑнса пурӑнма май парать.

Геннадий Ильич Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳссе ҫитӗннӗ. 1980 ҫулта Хырай Ӗнел вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Совет Ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ҫамрӑкранах ӳт-пӗве  ҫирӗплетсе ӳснӗскер хӑйӗн пурнӑҫне йӗрке хуралӗпе ҫыхӑнтарма шутланӑ. 1985—1999 ҫулсенче вӑл Канашри, 1999—2004 ҫулсенче Комсомольскинчи шалти ӗҫсен пайӗсенче вӑй хунӑ. Хӑйне вӑл пур енӗпе те лайӑх енчен анчах кӑтартнӑ. Пӗрре мар наградӑсене тивӗҫнӗ.  Тивӗҫлӗ канӑва кайсан  та хурал службинче тӑрӑшать. Халӗ вӑл «Универсал-Монтаж» ОООра диспетчерта вӑй хурать.

1985 ҫулхи декабрӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Сӗнтӗрте туй кӗрлет. Геннадий Ильичпа Кӗҫӗн Каҫал хӗрӗ Людмила Арсентьевна пӗр ҫемьене чӑмӑртаннине регистрацилеҫҫӗ. Хӗр Шупашкарти планпа экономика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑскер бухгалтерта тӑрӑшнӑ.

Людмила ялти шкулта вӗренӗ вӑхӑтрах ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса, умма тухнӑ йывӑрлӑхсене парӑнтарма хӑнӑхса  ӳснӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна малтан, техникум пӗтернӗ хыҫҫӑн, Омск хулине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл горплодовощторгра шут ӗҫченӗ пулса тӑрӑшнӑ. Шӑпа ӑна каялла тӑван тӑрӑха тавӑрнӑ. Ҫуралнӑ кӗтесре те хӑйӗн вырӑнне тупнӑ. Вунӑ ҫул ытла Комсомольски райповӗнчи обществӑлла апатлану предприятийӗнче экономистра ӗҫленӗ. Кунта тӑрӑшнӑ вӑхӑтрах куҫӑн мар майпа вӗренсе аслӑ пӗлӳ илме те пултарнӑ. Людмила Арсентьевнӑн малалла страховани больница кассинче специалистра та вӑй хума тивнӗ. 2002 ҫултан пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех округ администрацийӗн халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта тӗп бухгалтерта тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн ӗҫне пӗлсе тунӑшӑн  вӑл нумай хутчен наградӑсене тивӗҫнӗ. Вӗсенчен чи паллӑраххи — Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерствин Хисеп грамоти. Л.Архипова — «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех вӗсем халӑх хушшинче яваплӑ вырӑнсенче тӑрӑшсан та килти хуҫалӑха тытса пыма та, ҫемье ӑшшине упраса пурӑнма та пултарнӑ. Ӗҫченлӗх, шутланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме тӑрӑшни вӗсене кулленхи пурнӑҫра яланах пулӑшса пынӑ.

Архиповсем ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Пушӑ вӑхӑтсенче ачисемпе ытларах пулма тӑрӑшнӑ. Тӗпренчӗкӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑ. Ачисем те ашшӗ-амӑшӗн шанӑҫне тӳрре кӑларнӑ.  Иккӗшӗ те аслӑ пӗлӳ илме пултарнӑ. Халӗ вӗсем хӑйсем килӗштерсе суйласа илнӗ ӗҫӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ. Юратнӑ ҫыннисемпе мӑшӑрланса ҫемье ҫавӑрнӑ. Аслашшӗпе асламӑшне, кукашшӗпе кукамӑшне савӑнтараканни — тӑватӑ мӑнукӗ. Ачисем ашшӗ-       амӑшӗн тӗслӗхне курса хӑйсен ҫемйисенче те килӗшӳпе тӑнӑҫлӑх хуҫалантӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Архиповсем халӗ Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫирӗп хуҫалӑх тытса тӑраҫҫӗ. Сад пахчинче тӗрлӗ улма-ҫырла ҫитӗнтереҫҫӗ, чечексем ӳстереҫҫӗ. Вӗсенчи ӗҫсене мӑшӑр пӗрле пурнӑҫлама тӑрӑшать.

Пӗр-пӗрне хисеплесе, юрату туйӑмне упраса пурӑнаҫҫӗ Архиповсем. Ялта пурӑнакансем вӗсем пирки «килӗшӳллӗ ҫемье» теҫҫӗ. Малашне те вӗсен ҫемье «вучахӗ» ӑшӑлӑхне ан чакартӑр, тӗлкӗшсе ҫунса пӗр-пӗрне хавхаланупа вӑй парса тӑтӑр.

Кӑҫалхи июлӗн 8-мӗшӗнче Архиповсене «Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх» кунӗн уявӗнче «Юратупа шанчӑклӑх» медаль парса чысланӑ. 

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *