Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем ҫулсеренех обществӑлла инфраструктурӑна аталантарас енӗпе пуҫаруллӑх кӑтартаҫҫӗ. Ялсен сӑн-сӑпатне улӑштарассипе ҫыхӑннӑ конкурссене хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ. Пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе тумалли ӗҫсен программи республикӑра ӗҫе кӗнӗренпе ку тӑрӑхра 36 проект хута кайнӑ. Вӗсем тавралӑха хӑтлӑх кӗртес енӗпе пурнӑҫланӑ курӑмлӑ утӑмсем пулнӑ.
2027 ҫулта 6 яла пӗрлештерсе тӑракан Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем «Ниме — халӑх бюджечӗ» программӑпа Хирти Ӗнел ялӗнчи Набережная урамри, Хирти Ӗнел, Хирти Сӗнтӗр, Янкасси ялӗсенчи масарсем патне пыракан ҫулсене юсасшӑн. Ҫакӑ унта пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, вӗсенче ҫуралса ӳснӗ халӗ тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан, тӑван кӗтеспе ҫыхӑнӑва татман ҫынсемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем те хаваспах проектсене пурнӑҫлама хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.
Кӑҫал та ку тӑрӑхра «Ниме — халӑх бюджечӗпе» чылай ӗҫ тунӑ. Янкасси ялӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка юсаса ҫӗнетнӗ, масар территорине тирпей-илем кӗртнӗ, ҫурт туса лартнӑ. Вӑрҫӑра вилнисен ячӗсемпе лартнӑ палӑка Хирти Сӗнтӗрте те ҫӗнӗ сӑн кӗртес енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ҫитес ҫул асӑннӑ тӗллевсем пурнӑҫлансан ялсен сӑнӗ татах та лайӑх енне улшӑнӗ. Пурте пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесен, ял илемлӗ те хӑтлӑ, пурӑнма кӑмӑллӑ пулӗ.
Надежда ГОЛЛАНДЦЕВА.

