«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче округри халӑх дружинникӗсем пуҫтарӑннӑ. Кунта «Чи лайӑх халӑх дружинникӗ — 2026» конкурсӑн муниципалитетри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта 5 халӑх дружинникӗ вӑй виҫнӗ. Вӗсен хӑйсен пултарулӑхне право пӗлӗвӗ енчен, вӑй-хал тӗлӗшпе тата медицина енчен пӗрремӗш пулӑшу парас енӗпе кӑтартмалла пулнӑ.
Кашни участниках конкурсра хӑйӗн ӑсталӑхӗпе палӑрма тӑрӑшнӑ. Хӗрӳ кӗрешӳре Алена Николаева пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Лионелла Кудрявцевапа Вера Сивкина иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ.
Алена Александровна округ чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).

