Комсомольски райповӗнче тӗрлӗ ҫулсенче ӗҫленисем хушшинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑнса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ ҫынсем чылай пулнине хамӑн статьясенче палӑртнӑччӗ. Вӗсенчен пӗри — Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче 1924 ҫулта ҫуралнӑ Алексей Сергеевич Башкиров.
Вӑл ялти шкулта 7 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Комсомольски вӑтам шкулӗнче малалла пӗлӳ илнӗ. 1941 ҫулта Шупашкарти суту-илӳпе коопераци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн тӳрех Комсомольскинчи сельпора производство, обществӑлла апатлану тата хушма хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен бухгалтер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӑртакран ӑна аслӑ бухгалтера куҫарнӑ. 1942 ҫулта, ҫӗршывра хаяр вӑрҫӑ кӗрленӗ вӑхӑтра, ҫар комиссарӗ ӑна чӗнсе илсе ҫар училищине вӗренме кайма сӗнет. Каччӑ тӳрех килӗшет. Хӑйсен ирӗкӗпе кайма кӑмӑл тунӑ 22 ҫамрӑкран 13-шне суйласа илеҫҫӗ. Вӗсен хушшинче А.С.Башкиров та пулать. Унпа пӗрле хамӑр тӑрӑхран Александровкӑран М.С.Корошин, Н.И.Браницын, Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчен Г.В.Ульдин лекеҫҫӗ. Ашшӗсем вӗсен фронтра пулнӑ, амӑшӗсем ачисене Канаша ҫити вӑкӑрсемпе ӑсатаҫҫӗ.
Алексей Сергеевич хӑйӗн вӑрҫӑри ҫулӗсем тата мирлӗ ӗҫри пурнӑҫӗ пирки асаилӳсем ҫырса хӑварнӑ. Вӗсене мана унӑн хӗрӗ Альбина пачӗ. Унпа кӗскен вулакансене паллаштарасшӑн. Акӑ мӗн каласа парать вӑл: «Пирӗн 13 ҫынран тӑракан командӑн Ярославль хулине ҫитсе Новгород — Волынскри пехотӑн ҫар училищинче вӗренмелле пулнӑ. Канашран эпир тӳрех ҫула тухрӑмӑр. Тепӗр кун ирхине Мускава ҫитрӗмӗр. Ярославль хулине кайиччен пӗр кун тӑмаллаччӗ. Эпир тӑватӑ тус вӑхӑт пур чухне тӳрех зоопарка кайса курма шутларӑмӑр. Анчах та вӑл 10 сехетрен пуҫласа анчах ӗҫлет иккен, каялла вокзала таврӑнтӑмӑр. Кайран тепӗр хут ҫитсе унта чылайччен ҫӳрерӗмӗр. Каялла килнӗ чухне патруль чарчӗ. Пирӗн комсомол билечӗсемсӗр пуҫне нимӗнле урӑх документ та ҫук. Дезертирсем тесе шутласа комендатурӑна илсе кайса допрос тума пуҫларӗҫ. Мана чи малтан чӗнсе кӗртрӗҫ. Эпӗ Ярославль хулине ҫар училищине вӗренме кайни, документсем вокзалта аслин аллинче пулнине пӗлтертӗм. Пире вокзала леҫсе ячӗҫ, ҫапла Мускаври экскурси вӗҫленчӗ.
Ярославле ҫитсен 13 ҫынран пилӗксӗмӗре суйласа илсе унтах хӑварчӗҫ, ыттисене урӑх ҫӗре ячӗҫ. Тӳрех мунчана илсе кайрӗҫ, салтак тумӗ тӑхӑнтартрӗҫ. Ҫапла эпир курсантсем пулса тӑтӑмӑр. Пире станоклӑ пулеметпа паллаштарчӗҫ, унпа пеме хатӗрлеме тытӑнчӗҫ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пекех училищӑре дисциплина ҫирӗпчӗ, хулана нимӗҫ самолечӗсем час-часах вӗҫсе килсе бомбӑсем пӑрахатчӗҫ. Тӑшман Мускав патне талпӑнатчӗ, ноябрь вӗҫӗнче эпир фронта кайма приказ илтӗмӗр. Тавар вакунӗсемпе Мускав облаҫӗнчи пӗр яла ҫитрӗмӗр. Пирӗн хамӑрпа илнӗ станок пулемечӗсемпех вӗренӗве малалла тӑсмаллаччӗ. Курсантсен тумӗ вырӑнне темӗнле кивӗ тумтир пачӗҫ. Эпир К.Рокоссовский ертсе пыракан Центральнӑй фронтӑн 41-мӗш дивизин 124-мӗш стрелоксен полкӗн шутӗнче пултӑмӑр. 1942 ҫулхи ноябрь уйӑхӗ питӗ сивӗ тӑчӗ, температура 40—42 градуса та ҫитрӗ. Пире станок пулемечӗсене йӗлтӗрсем ҫине вырнаҫтарса атакӑна кайма приказ пачӗҫ. Ҫапӑҫусемпе ялсем витӗр тухса Калач хулине ирӗке кӑлартӑмӑр. Вӑл вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ вырӑн пулнӑ, тӑшмана та нумай пӗтертӗмӗр, пирӗн енчен те ҫухатусем пулчӗҫ. Ку вӑл Хӗрлӗ Ҫарӑн вӑрҫӑри чи пӗлтерӗшлӗ пӗрремӗш ҫӗнтерӗвӗ пулнӑ тесе пӗлтернӗ.
Командовани каҫхине 15—20 ҫухрӑм кайса, ҫул ҫинчи ялсене ирӗке кӑларса Дон юханшывӗн ҫыранӗсем патне тухма задани панӑ. Пирӗн полк Мамон ялне йышӑнчӗ, Верхний тата Нижний Мамон ялӗсене тӑшмансенчен тасатрӗ. Ку позицири хӳтӗленӳ линине 10—12 кун тытса тӑтӑмӑр. Ҫӗпӗртен пулӑшу килсе ҫитрӗ. Вӗсем хушшинче чӑвашсем те пурччӗ. Эпир пулеметсене Донӑн сылтӑм ҫыранӗнче, нимӗҫсем сулахай ҫыранӗнче вырнаҫтарса лартнӑ. Постра тӑнӑ чухне нимӗҫ салтакӗсене кураттӑмӑр. Вӗсем «Рус не стреляй, мы не стреляем, немец капут» тесе кӑшкӑратчӗҫ. Кунта тата 10—15 кун тӑтӑмӑр. Ҫак вӑхӑтра нумай фрица пӗтертӗмӗр.
Дон урлӑ каҫмалли операцие В.И.Чапаевӑн ывӑлӗ Александр Васильевич подполковник ертсе пычӗ. 1942 ҫулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче пӗтӗм техника 6 сехет хушшинче ун урлӑ каҫса пӗтрӗ. Тепӗр кун 2 сехет тӗлне тӑшманӑн пӗрремӗш оборонине татрӑмӑр. Нимӗҫ салтакӗсем темиҫе уйӑх окопсенче ларнӑ. Вӗсем хушшинче шӑнса вилекенсем те пулнӑ, тумтирӗ те вӗсен 40 градуслӑ сивӗсем валли пулман. Ҫавӑнпа та нимӗҫ салтакӗсем окопсенчен тухса «Рус, не стреляйте, мы сдаемся» тесе йӑлӑнатчӗҫ. Вӗсене тыткӑна илме приказ та пулман, ун валли вӑхӑт та ҫукчӗ.
«Россия» совхоза ирӗке кӑларни асра. Урамра 40 градус сивӗ пулсан та юн ҫурхи шыв пек юхатчӗ. Кашни урамшӑн ҫапӑҫма тиврӗ. Нимӗҫсене уҫӑ ҫӗре хӑваласа кӑларас тесе гранатӑсем пӑрахса ҫуртсене вут чӗртеттӗмӗр. Ал вӑйӗпе штыксемпе тытӑҫма тиврӗ. Кунта училищӗре ал вӑйӗпе ҫапӑҫма вӗрентни питӗ кирлӗ пулчӗ. Кайран тӑшман пирӗн ҫине танксем ячӗ, вӗсен хыҫӗнче — автоматчиксем. Питӗ хӑрушӑччӗ. Пулӑшу килсе ҫитсен вӗсен атакине сирсе ятӑмӑр. Ку ҫапӑҫура мана ураран амантрӗҫ. Аманнисене мӗн май килнӗ таран суранӗсене ҫыхса янӑ хыҫҫӑн вут-ҫулӑм айӗнчен сӗтӗрсе тухса ферма сарайӗнче улӑм ҫине вырттарчӗҫ. Кайран Тамбов хулинчи эвакогоспитале ӑсатрӗҫ. Унта урана операци турӗҫ. Бугурусланри госпитальте тепӗр хут операци витӗр тухрӑм. Комисси мана малашне службӑна валли юрӑхсӑр тесе палӑртса киле ячӗ. Ҫапла вара манӑн офицер пулас ӗмӗт татӑлчӗ, аслӑ сержант пулса тӑван тӑрӑха таврӑнтӑм».
Алексей Сергеевичӑн офицер пулас ӗмӗтне кайран икӗ ывӑлӗ пурнӑҫланӑ. Леонид Алексеевич Мускаври авиаци институтне пӗтернӗ. Чернобыльти АЭСра пулнӑ аварие пӗтерме хутшӑннӑ. Полковник. Анатолий Алексеевич Ульяновскри танк командованийӗн аслӑ шкулӗнче, Мускаври бронетанксен ҫарӗн академинче вӗреннӗ. Шел пулин те, Свердловск облаҫӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра ҫар техникине сӑнанӑ чухне юлташӗсене ҫӑлса паттӑрӑн пуҫ хунӑ.
Алексей Башкиров вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулӗсенчи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки те ҫырса пынӑ, терӗмӗр. Унта вӑл Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнчен 41 ҫул хушшинче Комсомольскине ялан ҫуран килнине асӑнать. Ку ял район центрӗнчен 10—12 километрта вырнаҫнӑ. «Хам ӗмӗрте ҫуран ҫӗр чӑмӑрне 5,5 хут ҫавӑрӑннӑ чухлӗ утрӑм пулать», — тесе ҫырать вӑл.
Унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлеме тивнӗ. «Красное Сормово», «Ударник», «Правда» счетовочӗ (1943—1954 ҫулсем), СССР хатӗрлев министерствин уполномоченнӑйӗн ҫумӗ (1954—1956 ҫулсем), районти хатӗрлев кантурӗн директорӗ (1956—1960 ҫулсем), райпо плановикӗ, Канаш районӗнчи Маякри сельпон тата районти йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комбинатӑн, ВДПОн, ДОСААФӑн аслӑ бухгалтерӗ, Дубовкӑри кирпӗч завочӗн начальникӗ… Кирек ӑҫта тӑрӑшсан та вӑл хӑйне лайӑх енчен анчах кӑтартнӑ. Шут ӗҫне пахалӑхлӑ туса пынӑ.
Унӑн кӑкӑрне ҫапӑҫури хӑюллӑхшӑн медальсем, Отечественнӑй вӑрҫӑ I степеньлӗ орденӗ илемлетнӗ. Ӗҫри хастарлӑхшӑн та вӑл чылай медальсемпе паллӑсене, Хисеп грамотисене тата ытти наградӑсене тивӗҫнӗ.
Хӗрӗ унӑн докуменчӗсемпе наградисене тирпейлӗн упрать. Ашшӗн паттӑрлӑхӗпе тата ӗҫри хастарлӑхӗпе мухтанать.
Светлана Кокорева,
таврапӗлӳҫӗ.

