Августӑн 22-мӗшӗнче ҫӗршывӑмӑр хӑйӗн наци уявӗсенчен пӗрне — РФ Патшалӑх Ялавӗн кунне — паллӑ тӑвать. Ӑна Раҫҫей Президенчӗн 1994 ҫулхи августӑн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ указӗпе туса хунӑ.
Виҫӗ тӗслӗ ялавӑн историйӗ пуян. Шурӑ — кӑвак — хӗрлӗ тӗслӗ ялава пуҫласа Алексей Михайлович патша вӑхӑтӗнче «Орел» карап ҫинче ҫӗкленӗ. I Петӗр вӑхӑтӗнче триколор патшалӑх ялавӗ пулса тӑнӑ — ӑна Раҫҫейре питӗ хӑвӑрт аталанакан флотӑ мӗн пур карапӗ ҫинче ҫӗкленӗ. Ялавӑн тӗслӗхне те хӑех ӳкерсе кӑтартнӑ. Тӗссем, йӗрсем мӗнле пулмаллине палӑртнӑ. Кашни тӗсӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ: шурри — ирӗклӗх, кӑвакки — авалтанпах Раҫҫее хӳтӗлекен Турӑ Амӑшӗ, хӗрли — вырӑссемшӗн кӑтартуллӑ хӑюлӑхпа ырӑ кӑмӑл.
Раҫҫей патшисем ялав ӳкерчӗкне пӗрре мар улӑштарнӑ. Сарӑ тата хура йӗрсем те, ӑмӑрткайӑк ӳкерчӗкӗ те пулнӑ ялав ҫинче. III Александр вӑхӑтӗнче кӑна, 1883 ҫулта, шурӑ — кӑвак — хӗрлӗ пусма Раҫҫей империйӗн официаллӑ ялавӗ пулса тӑнӑ. 1917 ҫулхи Февральти революци хыҫҫӑн та ҫапла пулнӑ-ха. 1918 ҫулта тин Яков Свердлов хӗрлӗ ялава — ҫулӑмпа юн тӗсне — пурнӑҫ панӑ.
73 ҫул иртсен, 1991 ҫулхи август уйӑхӗнчи путча парӑнтарнӑ хыҫҫӑн, виҫӗ тӗслӗ ялав каялла таврӑннӑ. Августӑн 22-мӗшӗнче ҫӗнӗ ялав Шурӑ ҫурт ҫийӗн вӗлкӗшме пуҫланӑ.
2000 ҫулхи декабрӗн 25-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думи йышӑннӑ, Федераци Канашӗ ырланӑ «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗ ҫинчен» саккуна Раҫҫей Президенчӗ алӑ пуснӑ. Ҫапла вара виҫӗ тӗслӗ ялав никама пӑхӑнман ҫӗнӗ Раҫҫейӗн символӗ пулса тӑнӑ.
Патшалӑх Ялавӗн кунӗнче пирӗн округра та ҫулсеренех тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ пухусем, тематикӑлла калаҫусем, выставкӑсем пулаҫҫӗ, концертсем лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак куна анлӑн паллӑ тума палӑртнӑ.

