Среда, 16 сентября

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пӑхса тухнӑ

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пӑхса тухнӑ

Августӑн 19-мӗшӗнче пӗтӗм республикӑри пекех пирӗн округра та администрацин ларусен залӗнче Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Унта территори уйрӑмӗсен начальникӗсем администрацин пай ертӳҫисем, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, организацисемпе учрежденисен директорӗсемпе специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ.

Информаци кунне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе тухса калаҫакансем хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерсе пычӗ, сӗнӳсем пачӗ. Пуҫтарӑннисем чылай ыйту пӑхса тухрӗҫ.

Чӑваш Енӗн социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӗ тата 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта бюджета пурнӑҫланин малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов, округ администрацийӗн финанс пайӗн начальникӗн ҫумӗ Н.В.Федотова паллаштарчӗҫ, округ кӑтартӑвӗсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗҫ. Кӑҫалхи ҫулхи кӑтратусене пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарса  ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсене палӑртса хӑварчӗҫ.

Кӗҫех ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланать. Шкулсем ӑна мӗнле хатӗрлени пирки округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова каласа пачӗ. Республикӑра ку тӗлӗшпе лару-тӑру мӗнле пулнипе пӗрлех округри лару-тӑру ҫинчен те пӗлтерчӗ. Кӑҫал округри шкулсенче 2195 ача вӗренӗ, вӗсенчен 146-шӗ пӗрремӗш хут партӑсем хушшине ларӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсем вӗренекенсене кӗтсе илме хатӗрленнине ятарлӑ комисси пӑхса тухнӑ. Шкулсем ҫӗнӗ учебниксем, вӗрентӳ хатӗрӗсемпе оборудованисем туяннӑ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче, «Колосок» ача садӗнче юсав ӗҫӗсем тунӑ.

Сентябрӗн 18, 19, 20-мӗшӗсенче иртекен суйлав ҫинче территори суйлав комиссийӗн председателӗ О.К.Митюкова чарӑнса тӑчӗ. Вӑл суйламалли йӗрке, сасӑламалли майсем тата  ытти енсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

Чӑваш Республикинчи муниципалитетсен энергоэффективлӑхӗн  ыйтӑвӗпе округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӳрес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин тухса калаҫрӗ. Вӑлах «Ниме — халӑх бюджечӗ» программа пирки те сӑмах илчӗ. Ку тӗлӗшпе проектсем хатӗрлесе тӑратассине сентябрӗн 1-мӗшӗччен тӑснӑ. Ҫакӑ палӑртнӑ ӗҫсен документацине тӗплӗнрех хатӗрлесе ҫитерме май парать. Альберт Германович кӑҫал «Ниме — халӑх бюджечӗ» программӑна республикӑри хуласем те чылай проект тӑратнине палӑртрӗ, ҫавӑнпа та конкуренци кӑткӑс пуласси пирки асӑрхаттарчӗ. Кӑҫал  пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе тума палӑртнӑ ӗҫсен чылай пайне хута янӑ.

Вӑрмансене пушартан сыхлас ыйтусемпе округ администрацийӗн граждӑнла оборона, чрезвычайлӑ лару-тӑру тата ятарлӑ программӑсен пайӗн начальникӗ Р.М.Шарафутдинов тухса  калаҫрӗ. Маларах пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ чару мерисем  вӑйра пулнине, вӑрманта асӑрхануллӑх йӗркисене пӑхӑнмаллине палӑртса хӑварчӗ.

«Кунта пӑхса тухнӑ ыйтусем пурте пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та вӗсемпе ытти  ҫынсене те паллаштармалла, ҫӗнӗлӗхсем пирки халӑха  ӑнлантарса памалла», — палӑртрӗ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин.

Информаци кунӗ ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *