Вторник, 15 сентября

«Пыл ҫӑтмахӗ» халӑха пуҫтарчӗ

«Пыл ҫӑтмахӗ» халӑха пуҫтарчӗ

Августӑн 14-мӗшӗнче пӗрремӗш спаса, пыл спасне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӗлӗкренех ҫак кун тӗлне вӗлле хурчӗсем карассене пылпа тултарса ҫитернӗ тесе шутланӑ, вӗсене илсе юхтарнӑ. Ҫӗнӗ пылпа ҫывӑх ҫыннисене хӑналанӑ. Пыл спасӗнчен кӗркуннене хатӗрленме, ҫимӗҫсене пуҫтарма тытӑннӑ.

Августӑн 13-мӗшӗнче Комсомольски культура ҫурчӗ умӗнче округра пурӑнакансем «Пыл ҫӑтмахӗ» фестивале пуҫтарӑнчӗҫ. Яланхи пекех унта пынисене хурт-хӑмӑрҫӑсем кӑҫалхи пылпа унран хатӗрленӗ продукцисене сӗнчӗҫ. Ассортимент пуян пулчӗ. Акӑ, Хирти Мӑнтӑрти Г.Н.Крылов  пыл карасӗн ӑвӑсӗпе тӗрлӗ сиплӗ курӑксенчен крем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех фестивальте Кӗҫӗн Каҫалти Н.А.Пурлушкинӑн, Асанкассинчи Р.В.Яковлеван, Тури Тимӗрчкассинчи А.П.Степановӑн, Хирти Ӗнелти М.А.Пильщикован, Вӑрманхӗрри Чурачӑкри В.И.Илеменевӑн хурт-хӑмӑр продукцийӗпе паллашма, туянма пултарчӗҫ. Ульяновск облаҫӗнчи В.Г.Савуков инҫе ҫула пӑхмасӑрах Каҫал тӑрӑхне ҫитнӗ. Вӑл ку фестивале кӑҫал тӑваттӑмӗш хут хутшӑнать. Мероприятие ҫулсеренех интереслӗ хатӗрленине палӑртать.

Фестивале килнисене округӑн культура, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗн начальникӗ, «Культура малой Родины» проектӑн координаторӗ Д.Н.Грибова саламларӗ,  пуҫтарӑннисене пыл «ҫӑтмахӗнче» пулса пылак та сиплӗ ҫимӗҫе тутанса пӑхма чӗнчӗ. Фестивале килти хушма хуҫалӑхӗсенче вӗлле хурчӗсем тытакан пултаруллӑ хурт-хӑмӑрҫӑсене чӗререн тав туса наградӑсем пачӗ.

Культура ӗҫченӗсем пуҫтарӑннисен кӑмӑлӗсене ҫӗклентерсе ҫепӗҫ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ.

Округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче килте пыл хурчӗсем тытакан сахал мар. Малашнехи ҫак фестивале вӗсен те хутшӑнсан аван пулӗччӗ. Кунта пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, хӑйсен  продукцийӗсене кӑтартма майсем ҫителӗклӗ.

Юрий Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *