Асанкасси ялӗнче спортпа туслӑ халӑх пурӑнать. Вӗсем тӑтӑшах йӗркелекен ӑмӑртусене ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсене халаллаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ ентешӗсем ячӗсемпе тупӑшу йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри — ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла вилнӗ Дмитрий Степанов ячӗпе волейбол тунирӗ. Кӑҫал вӑл августӑн 15-мӗшӗнче 5-мӗш хут иртнӗ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов, Асанкасси вӑтам шкулӗн директорӗ А.И.Филиппов, Д.Степановӑн ашшӗпе амӑшӗ тата ыттисем те сӑмах илсе калаҫнӑ. Вӗсем паттӑр салтак ячӗ ял ҫыннисен асӑнче пулнине, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунисене ӗмӗр асра тытмаллине палӑртнӑ. Паттӑр салтак ячӗпе вӑл вӗреннӗ Асанкасси вӑтам шкулӗнче «Паттӑр партти» уҫнӑ. Унта шкулти чи пултаруллӑ ачасем ҫеҫ ларма тивӗҫлӗ пулаҫҫӗ.
Турнирта арҫынсен 5 тата хӗрарӑмсем 2 команди тупӑшнӑ. Вӗсем кашниех ҫӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ. Вӑйӑсем хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Пуринчен те ӑстарах выляса Шупашкартан килнӗ «Вымпел» команда пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Урмаелӗнчи «Урмай» команда иккӗмӗш пулнӑ. Асанкассинчи «Ҫӑлкуҫ» команда виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Пурне те грамотӑсемпе медальсем, асӑнмаллӑх парнесем парса чысланӑ.
Вырӑнти библиотека ҫӗршыври халӑхӑн тӗрлӗ вӑрҫӑсенчи паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа паракан кӗнекесенчен «Тӑван ҫӗршыв чӗнсен…» выставка йӗркеленӗ. Унпа та ӑмӑртӑва килнисем кӑмӑлласа паллашнӑ.
Ял ҫыннисем, Дмитрий Степановӑн тӑванӗсемпе юлташӗсем турнира йӗркелекенсене, ӑна ирттерме пулӑшакансене паттӑр салтак ятне асра тытнӑшӑн чӗререн тав тунӑ.
(Хамӑр инф.)

