Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ хӑйӗн ӗҫне халӑх шухӑш-кӑмӑлне шута илсе йӗркелеме тӑрӑшать. Тунтикунсерен вӑл ҫынсене тӗрлӗ ыйтусемпе йышӑнса вӗсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусем пирки калаҫать. Августӑн 17-мӗшӗнчен вара округра пурӑнакансене малашнехи тӗллевсем пирки каласа пама, пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарма «Вконтакте» социаллӑ сетьре «1 ыйту — 1 хурав» тӳрӗ эфир йӗркелеме пуҫланӑ. Иртнӗ тунтикун Николай Никандрович унта Комсомольски ялӗнче биологилле тасатмалли сооружени шӑпи пирки каласа пачӗ. Ку ыйту — округра пурӑнакансене хумхантараканнисенчен пӗри.
Округ пуҫлӑхӗ ку ыйтупа муниципалитетра 2021 ҫултанпах ӗҫсем пыни, ҫак вӑхӑтра проект документацийӗнче те улшӑнусем пулни пирки пӗлтерчӗ. Биологилле тасатмалли сооруженисемпе сечӗсене тумалли проект экспертиза витӗр тухнӑ. Ӑна 2027—2028 ҫулхи республикӑн адреслӑ инвестици программине кӗртнине палӑртрӗ. Кӑҫал ӑна тӑвас енӗпе ӗҫлекен подрядчика тупса палӑртмалла. Ҫитес ҫул вӑл ҫак пысӑк проекта пуҫӑнма хатӗр пултӑр. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх проект хакӗ 800 миллион тенкӗ-рен те иртмелле. Ку ӗҫе хута яни округ инфраструктурине лайӑхлатас енӗпе тунӑ пысӑк утӑмсенчен пӗри пулмалла. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗокруг пуҫлӑхӗ Николай Раськин тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче.
«1 ыйту — 1 хурав» тӳрӗ эфира кашни тунтикунах кӑнтӑрла 12.00 сехетре ирттерме палӑртаҫҫӗ. Округра пурӑнакансене хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене маларах пама сӗнеҫҫӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).

