Округри ветерансен совечӗн черетлӗ канашлӑвне унӑн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫрӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пуҫтарӑннисене юлашки вӑхӑтра пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллаштарчӗ, малашнехи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ветерансен ыйтӑвӗсем ҫине хуравласа вӑл вӗсем яланах округ пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртса хӑварчӗ. Чӑнах та, ялсенче ватӑсем обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнаҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ. Ветерансене ӑнӑҫу суннӑ май сентябрӗн 18—20-мӗшӗсенче иртекен суйлавра яланхиллех пуҫаруллӑ пулассине, кирлӗ кандидатсене суйласа илсе тӗрӗс утӑм тӑвасса шаннине пӗлтерчӗ. Суйлав ыйтӑвӗсемпе Комсомольски территори суйлав комиссийӗн секретарӗ О.Р.Соколова чарӑнса тӑчӗ.
Канашлура вара калаҫу ытларах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ парасси тавра пулчӗ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та, тухса калаҫакансем те ку тӗлӗшпе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ ҫынсем нумай ӗҫ тунине палӑртрӗҫ. Раҫҫей социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин тӗп специалист-эксперчӗ И.И.Самарина аслӑ ҫулхисен «Кӗмӗл ӳсӗм» центр ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Унта тивӗҫлӗ канӑва кайнисем ҫӳреҫҫӗ, пушӑ вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Кунта тӑтӑшах культура, спорт тата ытти мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫулӗпе ватӑ, чунӗпе ҫамрӑк ҫынсем кунта канма анчах мар, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма та майсем тупаҫҫӗ. Маскировка сеткисем хатӗрлеҫҫӗ, дронсенчен хӳтӗленмелли плащсем ҫӗлеҫҫӗ, ӑшӑ япаласем ҫыхаҫҫӗ… Центр ӗҫлеме пуҫланӑранпа кунта ҫӳрекенсем нумай япала пуҫтарса, хатӗрлесе аякри ентешсем патне ӑсатнӑ.
Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакансем округра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе чи пултаруллисем тесех каламалла. Кунта ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ парас ӗҫ пӗр кун та чарӑнса тӑмасть. Унти ӗҫсемпе Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Салмина тата кунти волонтерсен «Шанчӑклӑ тыл» ушкӑнӗн ертӳҫи В.В.Воронов каласа пачӗҫ. Унти волонтерсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах ӗҫлеме пуҫланӑ. Владимир Владимирович ҫак тапхӑрта Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен 50 ытла подразделенийӗ валли гуманитари пулӑшӑвӗ янине пӗлтерчӗ. Вӑл шутра апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тумтир, техника хатӗрӗсем, строительство материалӗсем тата ҫар ҫыннисене питӗ кирлӗ ытти япаласем те пулнӑ. Ку территори уйрӑмӗнчи волонтерсем 800 ытла маскировка сеткисем ӑсатнӑ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсем 4000 ытла окоп ҫурти хатӗрленӗ. 2025 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа Е.В.Ефремов пуҫарӑвӗпе типӗтнӗ яшка хатӗрлеме пуҫланӑ. Халӗ ҫав енӗпе ӗҫлекен точкӑсем 10 яхӑн вырӑнта. Салтаксене валли 20 пин порци типӗтнӗ яшка ӑсатнӑ та ӗнтӗ. Ку енӗпе малалла тӑрӑшаҫҫӗ. «Пирӗн ушкӑнра ялти чи ватӑ ҫынсенчен пӗри, 91 ҫулхи Анна Владимировна Можаева пурччӗ. Вӑл волонтерсен пӗр ӗҫӗнчен те юлман. Пӗррехинче ҫул ҫинче чӑваш кӗпи тӑхӑннӑскер, тӗл пулчӗ те пулӑшу валли пин тенкӗ укҫа сӗнчӗ. «Анюк аппа, эсир капла та нумай пулӑшатӑр», — терӗм ӑна.
«Чӗрепе эп яланах волонтер, манӑн пӗчӗк пулӑшу салтаксене пӑртак та пулсан тӗрек патӑр», — тесе хуравларӗ. Шел пулин те, вӑл кӑҫалхи февраль уйӑхӗнче пиртен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Ҫакна мӗншӗн илсе кӑтартрӑм-ха? Ялти аслӑ ҫулсенчи ҫынсем ыркӑмӑллӑх ӗҫне хастар хутшӑннине ҫирӗплетекен тӗслӗхсенчен пӗри ку. Вӗсем пурнӑҫӑн юлашки кунӗчченех йывӑрлӑхри ҫынсене пулӑшма хатӗр. Эпир вӗсен умӗнче пуҫ тайма тивӗҫ», — терӗ Владимир Владимирович, залра ларакансене пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ ҫавӑн пек ҫынсене тата ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунисене асӑнса ура ҫинче пӗр минут шӑп тӑма сӗнчӗ.
Округри волонтерсен «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» ушкӑнӗн ертӳҫи М.М.Прохорова волонтер округра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах йывӑрлӑха лекнисене пулӑшма пуҫлани, тулли мар мобилизаци хыҫҫӑнах ентешсен малашнехи пурнӑҫӗпе интересленсе тӑрса кирлӗ япаласем ярса панине асӑнчӗ. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсенчи ҫар ҫыннисене ҫеҫ мар, вӗсен ҫывӑхӗсенчи регионсенче службӑра тӑракансене те пулӑшаҫҫӗ. Округра маскировка сеткисем ҫыхасси, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарасси пӗр кун та чарӑнса лармасть. «Маскировка сеткисем чылай ҫыхнӑ пулин те ӑна татах та ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ку ӗҫе анлӑрах йӗркелемелле. Кашни ялта тенӗ пекех хӑтлӑ клубсемпе культура ҫурчӗсем пур. Вӗсенче халӑха йыхравласа сеткӑсем ҫыхассине пуҫармалла. Ветерансен вырӑнти совечӗсен ку ӗҫе тивӗҫлӗ канӑва кайнисене хутшӑнтарас тесе тӑрӑшсан аван», — палӑртрӗ вӑл. Волонтерсен ӗҫне Хирти Сӗнтӗр тӑрӑхӗсенчи ялсенче анчах мар Асанкассинче, Хирти Мӑнтӑрта, Хырай Ӗнелӗнче тата ытти ҫӗрте уйрӑмах лайӑх йӗркеленине асӑнчӗ. «Канашлура калаҫнипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар, мӗн шутланине ӗҫпе ҫирӗплетсе памалла», — терӗ Кивӗ Сӗнтӗрти хастар волонтер Г.Г.Смирнова. Ун сӑмахӗсем калаҫу пӗтӗмлетӗвӗ вырӑннех пулчӗҫ. Ҫак шухӑша пуҫтарӑннисем ырларӗҫ.
Пирӗн округра вӑрҫӑ ачисем 900 ҫын ытла шутланаҫҫӗ. Канашлура «Вӑрҫӑ ачисем» обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пыма Г.Г.Апракова, Кӗҫӗн Каҫалти ветерансен советне ертсе пыма А.А.Яковлева шанчӗҫ. Тивӗҫлӗ канури ветерансем — ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулччӑр.
Юрий Гаврилов.

