Вторник, 15 сентября

Калавӗ ҫамрӑк авторсен пуххинче

Калавӗ ҫамрӑк авторсен пуххинче

Округри шкулсенче пултаруллӑ ачасем сахал мар. Вӗсем наукӑра, физкультурӑпа спортра, юрӑ-ташӑра, ӳнер тӗнчинче палӑраҫҫӗ. Округри ҫеҫ мар, республикӑри, ҫӗршыв шайӗнчи фестивальсемпе конкурссене, олимпиадӑсене хутшӑнса  те ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ.

Ильмир Басыров Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 9-мӗш кадет класӗнче вӗренет. Шкулти предметсене тӑрӑшса алла илет. Унӑн тӗп туртӑмӗ вара — литература. Тутар, вырӑс, тӗнче классикӗсен произведенийӗсене юратса вуланӑ май хӑй те хайлавсем ҫырать. Унӑн калавӗсенчи сӑнарсем — таҫтан илнисем мар, унӑн тантӑшӗсем, юнашар пурӑнакан ҫынсем, тӑван тавралӑх, ҫутҫанталӑк… Хӑйӗн произведенийӗсемпе тӗрлӗ конкурссене те тӑтӑшах хутшӑнать вӑл. Ҫитӗнӳсем те сахал мар. Акӑ, 2025 ҫулта И.Басыров Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ «Во славу Отечества» Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен Х-мӗш литература фестиваль-конкурсне хутшӑннӑ. Унта вӑл лауреат ята ҫӗнсе илнӗ. Илмир Басыров  хайлавӗ ҫак конкурсра ҫӗнтернӗ авторсен произведенийӗсене пуҫтарса хатӗрленӗ  сборника кӗнӗ. Вӑл уйрӑм кӗнекен пичетленсе  тухнӑ.

«Типографи шӑрши те ҫухалма ӗлкӗреймен ҫак кӗнекене алла илетӗп те, чун-чӗрем пӑчӑртанать. Унта ман хайлав, манӑн пӗр татӑк, хам Тӑван ҫӗршыва мӗнле курни вырнаҫнӑ. Калавра эпӗ хам шутласа кӑларнӑ Ваня пирки ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл парта хушшинче шухӑша кайса ларать  «Аттеҫӗм, пӗр ҫулталӑка! Хӑв ирӗкӳпе. Эпӗ вара, манӑн шӑллӑм мӗнле пурӑнӑпӑр!» тесе пӑшӑлтатать. Ҫак арҫын ачана эпӗ шухӑшласа кӑларнӑ  пулсан та, вӑл сӑнар кашни килтех, хам вӗренекен шкулти кашни  класрах пур. Тӑван ҫӗршыва сыхлакан тӑванӗ пирки   пур ачасен пӑшӑрханӑвӗсене пӗрлештерсе тӑрать вӑл», — каласа парать Ильмир.

Кадет класӗнче вӗренекен арҫын ача хӑйӗн калавӗнче инҫетре Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен шӑпишӗн хумханакан, чӗрисене ыраттаракан тантӑшӗсен туйӑмӗсене пуҫтарса, хӑй витӗр кӑларса  уҫса пама тӑрӑшнӑ. Алла ручка тытса хӑй мӗн шутланине, мӗн курнине хут ҫине ҫырса кӑтартнӑ. И.Басыров творчествӑлла шутлама вӗрентнӗшӗн, шухӑшсене уҫса парас енӗпе паха сӗнӳсемпе канашсем панӑшӑн ертӳҫӗ-педагога тав тӑвать.

«Во славу Отечество» конкурс шкул ачине хӑй сассине пама, шухӑшӗсене палӑртма май парать. Унти жюри вӗренекенӗн пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне тивӗҫлипе курса хаклама пултарнӑ.  «Ҫӗршыв  хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗнче манӑн сӑмах  астӑвӑма упраса хӑварас пысӑк ӗҫӗн пӗр енӗпе утӑм тума май панишӗн хӑпартланатӑп. Пирӗн хӳтӗлевҫӗсем нумай, вӗсен кашнин хӑйӗн историйӗ. Камӑн та пулсан ҫакӑн пирки каласа памалла% паян — эпӗ, ыран — эсир. Ҫак сборникӑн пӗр экземплярне шкул библиотекине парнелӗп. Унпа вӗренекенсем пурте паллашма пултарччӑр. Вунтӑватӑ ҫулта ҫеҫ пулсан та ҫынсемшӗн кирлӗ япала тума пултарни мана савӑнтарать, хавхалантарать», — палӑртать ҫамрӑк ҫыравҫӑ И.Басыров.

Ильмир халӗ ҫамрӑк-ха. Унӑн литературӑри малтанхи утӑмӗсем  малашне вӑл ӑсталӑхне    ӳстерсе пырса пысӑк калӑплӑ хайлавсем хатӗрлеме пултарассине шантараҫҫӗ. Пӗр вырӑнта чарӑнса тӑмасӑр малалла та аталанса пымалла пултӑр унӑн, ӑнӑҫу юнашар ҫӳретӗр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *