Суббота, 5 сентября

Ҫул ҫитмен ачана эрех  ӗҫме явӑҫтарнӑшӑн штрафсем ӳснӗ

Район прокуратури, Комсомольски муниципалитет округӗн администрацийӗ ҫумӗнчи ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси, профилактика канашӗ 2026 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗнчен РФ административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан Кодексри тӳрлетӳсем вӑя кӗни пирки пӗлтерет. Улшӑнусем  ҫул ҫитменнисене эрех-сӑрапа, спирт тытӑмлӑ продукципе, ҫавӑн пекех психотроплӑ е пуҫа минретекен япаласемпе усӑ курма явӑҫтарнӑшӑн штрафсем ӳснипе ҫыхӑннӑ.

Ҫак енӗпе йӗркене пӑсакансене мӗнле айӑплаҫҫӗ-ха; Граждансене 5000 — 10000 тенкӗ таран (маларах 1500 — 3000 тенкӗ пулнӑ); должноҫри ҫынсене 20000 — 50000 тенкӗ таран (маларах 5000 — 10000 тенкӗ пулнӑ) штраф параҫҫӗ. Кун пек чухне норма хӑй (РФ КоАПӑн 6.10 статйи) малтанхи пекех юлнӑ% кунта хӑналани,  ӳкӗтлени, сӗнни, тупӑш тума шантарни, улталани, хӑратни е пусмӑрлани те. Ҫул ҫитмен ача эрех-сӑра усӑ курма килӗшнӗ самантран право йӗркине пӑсни шутланать. Ҫавӑнпа та ҫул ҫитмен ача усал серепене ан ҫаклантӑр, аслисен витӗмне кӗрсе ан ӳктӗр тесен ашшӗ-амӑшӗн те, профилактика субъекчӗсен те яланах сӑнаса тӑмалла.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *