Августӑн 7-мӗшӗнче, Физкультурник кунӗ умӗн, Каҫал тӑрӑхӗ республикӑри ялсенче пурӑнакан спортпа туслӑ ҫынсене хӑй патне пуҫтарчӗ. Кунта Чӑваш Республикин правительстви ЧР ял хуҫалӑх тата физкультурӑпа спорт министерствисемпе пӗрле йӗркеленӗ ХIV-мӗш ҫуллахи спорт вӑййисем иртрӗҫ. Унта яллӑ вырӑнсенче пурӑнакан республикӑри пур муниципалитетсенчен те 450 ытла спортсмен килсе ҫитрӗҫ. Ҫӗр ӗҫченӗсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем анчах мар, ялта пурӑнакан культура, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗрентӳ тата ытти сферӑсенче тӑрӑшакансем те старта тӑчӗҫ.
Ялти ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗсем уҫӑлнӑ ятпа пуҫтарӑннисене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов саламларӗ. Вӑл пурне те ӑмӑртусенче ӑнӑҫусем суннӑ май ҫакӑн пек мероприятисем тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакансене савӑнма, тӗрлӗ спорт енӗсемпе хӑйсен вӑйӗсене тӗрӗслесе пӑхма май панине палӑртрӗ, муниципалитетсенче пурӑнакансене пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатнине асӑнчӗ. Сергей Геннадьевич вӑйӑсем ирттерме ку округа ахальтен суйласа илменнине, кунта ял хуҫалӑхӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленипе пӗрлех спортпа туслӑ халӑх пурӑннине ҫирӗплетрӗ.
Спорт мероприятине килнисене Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, Федераллӑ Пухӑвӑн финанс рынокӗн Комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ЧР Ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Анатолий Такмаков, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата ыттисем те саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫу сунчӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Попов тата Петр Краснов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева тата округ депутачӗсем те ялти спортсменсене ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарчӗҫ.
Ӑмӑртусем харӑсах темиҫе лапамра пычӗҫ. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче волейболистсен арҫынсен командисем вӑй виҫрӗҫ. Кунтах полиатлон, ҫӑмӑл атлетика, мини-футбол, спорт ҫемйисен, вӗрен туртакансен турнирӗсем пулчӗҫ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи стадионта хӑрарӑмсем волейболла выляса тупӑшрӗҫ, мини-лапта ӑмӑртӑвӗ пулчӗ, ГТО нормативӗсене пачӗҫ. Дояркӑсем сӗт сумалли аппарата сӳтсе пуҫтарас тата ытти енсемпе ӑсталӑха кӑтартрӗҫ. «Слава картофелю» агрофирма никӗсӗ ҫинче вара механизаторсем тупӑшӑва тухрӗҫ. Жюри вӗсен тракторпа условлӑ прицепа никам пулӑшмасӑр ҫаклатас тата вӗҫертес, фигурӑсем туса ҫӳретес ӑсталӑхне тата трактористӑн ытти енӗсене шута илсе хакларӗҫ. Арҫын механизаторсемпе пӗрлех хӗрарӑмсем те вӗсенчен кая мар «хурҫӑ утпа» ҫӳренине ҫирӗплетсе пачӗҫ.
Ӑмӑртусем пынӑ вӑхӑтрах Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗнче Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министерствин коллегийӗн вырӑна тухса ирттернӗ канашлӑвӗ те пулчӗ. Унта республикӑра физкультурӑпа спорта малалла аталантарас енӗпе пурнӑҫламалли тӗллевсене пӑхса тухрӗҫ, пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пирӗн тӑрӑхра спортпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗлпе, ҫитӗнӳсемпе паллаштарчӗ. Округра халӑх сывлӑхне ҫирӗплетме пур майсем те туса панӑ. 72 спорт объекчӗ, вӑл шутран 15 футбол уйӗ, 8 хоккей коробки ҫулталӑк тӑршӗпех спорта юратакансене йышӑнма хатӗр. 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе ГТО комплексне ӗҫе кӗртес енӗпе округ республикӑра 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2,6 пин ҫын пӗлтӗр ГТО нормативӗсене тултарма хутшӑннӑ, 1,4 пин ҫын тӗрлӗ степеньлӗ паллӑсене тивӗҫнӗ. Округри спортсменсем ҫӗршыв, республика шайӗнчи ӑмӑртусенче палӑрса Чӑ- ваш Енӗн тата Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисене кӗме пултарнӑ. Тӗрлӗ спорт енӗсемпе республикӑн пӗрлештернӗ командинче халӗ пирӗн округри 13 спортсмен. Иртнӗ ҫул округра 110 ытла ӑмӑрту йӗркеленӗ. Кӑҫал 39, вӑл шутра Пӗтӗм Раҫҫейри «100 км. Потому что вместе» велочупу та иртнӗ. Спорт инфраструктурине аталантарас енӗпе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Чӗчкен ялӗнче «ӑслӑ» спорт площадки тӑвас енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ.
Коллеги канашлӑвӗнче чылай ыйту пӑхса тухрӗҫ. Республикӑра «Плавание для всех», «Дворовый тренер», «Земский тренер» тата ытти программӑсемпе проектсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынине палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех спортпа физкультура енӗпе иртнӗ республикӑри смотр-конкурссенче палӑрнисене грамотӑсемпе дипломсем парса чысларӗҫ. Пирӗн округ пуҫлӑхӗ Н.Раськин та наградӑна тивӗҫрӗ.
Спорт лапамӗсенче тупӑшусем хӗрӳ пычӗҫ. Кашни муниципалитетран килнӗ ялти спортсменсем ҫӗнтерӳшӗн кӗрешрӗҫ. Вӗсем ӗҫре ҫеҫ мар, спорт площадкисенче те пултаруллӑ пулнине туллин ҫирӗплетсе пачӗҫ. Спорт енӗсемпе тунӑ кӑтартусене пурне те шута илсе кӑҫалхи ҫуллахи ял вӑййисенче Шупашкар округӗн команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Патӑрьел округӗнчи спортсменсем иккӗмӗш вырӑна тухрӗҫ. Комсомольски округӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Пирӗн округ команди ялти ҫуллахи спорт вӑййисене кӗртнӗ пур енсемпе те (лаптасӑр пуҫне) ӑмӑртусене хутшӑнчӗ. Уйрӑмах ҫӑмӑл атлетика енӗпе палӑрчӗ. Спорт тусӗсем хутӑш эстафетӑра та, уйрӑм чупусенче те призлӑ вырӑнсем ҫӗнсе илчӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Палиатлонистсен команди 2-мӗш, ГТО нормативӗсене парас, мини-футбол тата вӗрен туртас енӗпе 3-мӗш вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫемье командисем хушшинче Орешкинсен туслӑ ҫемйи 2-мӗш вырӑнта пулчӗ. Пирӗн ентешсем волейбол, механизаторсен, доярсен ӑмӑртӑвӗсенче тата ытти тупӑшусенче те малти вунӑ вырӑн йышӗнче пулчӗҫ. Хӑйсен кӑтартӑвӗсемпе Каҫал тӑрӑхӗнче ӗҫчен, спортпа туслӑ ҫынсем пурӑннине ҫирӗплетсе пачӗҫ. Вӗсене малашне те пур енӗпе те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Петр Порядков,
ӑмӑртусен тӗп судйи.

