Суббота, 5 сентября

Ял ҫыннисем асра тытаҫҫӗ

Ял ҫыннисем асра тытаҫҫӗ

«Ыр ҫын вилет — ят юлать», теҫҫӗ халӑхра. Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакансем Г.А. Емельянова халӗ те асра тытаҫҫӗ. Кӗске ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ пулин те вӑл халӑхра ырӑ ӗҫсем нумай тунипе лайӑх енчен палӑрса юлнӑ.

Геннадий Алексеевич Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче 1946 ҫулта ҫуралнӑ. Ачаранах юрӑ-кӗвӗпе туслӑ пулнӑ вӑл. Сцена ҫине тухса пӗчӗкренех ҫынсене хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Музыка енне туртӑм пуррипе Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫут ӗҫ училищине вӗренме кайнӑ. Ун хыҫҫӑн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ чӑваш педагогика институтӗнче пӗлӗвне малалла тӑснӑ. Аслӑ шкул пӗтерсен Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче ачасене музыка пӗлӗвӗ парас енӗпе тӑрӑшнӑ. Ачасемпе тата вӗрентекенсемпе пӗрле тӑтӑшах интереслӗ мероприятисем йӗркеленӗ. Мӗн пӗчӗкрен ачасем  искусство, юрӑ-кӗвӗ илемлӗхне туйса ӳсччӗр тесе  нумай вӑй хунӑ. Г.Емельяновӑн тӑрӑшулӑхӗ сая кайман. Унӑн вӗренекенӗсем хушшинче хӑйсен пурнӑҫне музыка тӗнчипе ҫыхӑнтарас тӗллевлисем те сахал мар пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра хӑйсен вӗрентекенӗн ӗҫне  В.П.Михайлов, Ю.В.Щетинкин, И.А.Шурбин музыкантсем малалла тӑсаҫҫӗ.

1980 ҫулта ял варинче пысӑк культура ҫурчӗ ӳссе ларнӑ. Унӑн директорӗ  пулма  Г.Емельянова  ҫирӗплетнӗ. Геннадий Алексеевич ҫӗнӗ, аслӑ, ҫутӑ «культура вучахӗнче» пысӑк хавхаланупа ӗҫе пуҫӑннӑ. Культура ҫуртӗнче художество пултаруллӑх коллективӗ йӗркеленӗ. Вӗсемпе ҫӗнӗ юрӑсем вӗренсе халӑх патне кӑларма тӑрӑшнӑ.  Культура ҫуртӗнче концертсем кӑтартнипе пӗрлех ҫуллахи вӑхӑтри хӗрӳ тапхӑрта йӗтемсем ҫинче, уй-хирте те тӑтшах пулнӑ. Фермӑсене те, производствӑн ытти участокӗсене те тухса ҫӳренӗ. Вӑл ҫулсенче колхозсем хӑйсен ӳсӗмӗсене кӑтартса рапорт-отчетсем панӑ. Ун валли яланах пысӑк концерт хатӗрлемелле пулнӑ. Аслӑ Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗ кӑтартнӑ номерсене халӑх уйрӑмах хапӑлласа йышӑннӑ. Районти ӗҫпе юрӑ уявӗсенче «Красный Октябрь» колхозӑн художество пултаруллӑх коллективӗ яланах малти вырӑнсем йышӑннӑ. Геннадий Алексеевич коллектива тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекен юрӑ-ташӑпа туслӑ ҫынсене явӑҫтарма май тупнӑ. Вӑл баянпа сцена ҫине тухса юрӑ шӑрантарсан унӑн пултарулӑхне халӑх кашнинчех алӑ ҫупса йышӑннӑ. Г.Емельянов Шупашкарта пурӑнакан  тӑванӗпе А.В.Чернов композиторпа ҫыхӑну тытса тӑнӑ. Вӑл кӗвӗленӗ юрӑсене вӗренсе халӑх умне кӑларнӑ. Юрий Кудаков композиторпа та  туслӑ пулнӑ. Вӑл ҫулсенче «Ӑҫтаччӗ эс, ӑҫтаччӗ» юрӑ пирӗн тӑрӑхра анлӑн сарӑлнӑччӗ. Ӑна пурте юратса шӑрантаратчӗҫ.

Культура ҫуртӗнче сакӑр ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Г.Емельянова  пултарулӑхне кура Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн директорӗ пулма шанаҫҫӗ. Кунта та яланхилле хастарлӑхпа ӗҫе пуҫӑнать вӑл. Вӗрентӳ ӗҫне лайӑхлатас, шкулӑн пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес тӗлӗшпе тӑрӑшать. Шел, шӑпах шкул валли япаласем илме Канаша кайнӑ чухне автоаварире унӑн пурнӑҫӗ  вӑхӑтсӑр татӑлать. Ун чухне вӑл хӗрӗх ҫулта анчах пулнӑ. Кӗске ӗмӗрӗнче те Геннадий Алексеевич халӑхра арҫынӑн тумалли ӗҫсене, ҫурт-йӗр ҫавӑрассине, ывӑл ҫуратса ӳстерессине, йывӑҫ лартассине пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ.  Унӑн тума пӗлмен ӗҫӗ пулман та пулӗ. Хитре   ӳкерме пӗлнӗ, ҫынна яланах пулӑшма хатӗр пулнӑ. Ял халӑхӗ ӗҫ хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ирттертӗр тесе нумай вӑй хунӑ.

Астӑватӑп-ха, ялти культура ҫуртӗнчи концертсене курма халӑх нумайӑн пуҫтарӑнатчӗ. «Шупашкарти артистсенчен пӗрре те кая мар», тетчӗҫ Геннадий Алексеевич тӑрӑшнипе хатӗрленӗ номерсене курсан.

Каларӑмӑр ӗнтӗ, Геннадий Алексеевич пирӗн хушӑра ҫук пулин те унӑн ӗҫӗсем пирӗнте пурӑнаҫҫӗ. Ялти культура ӗҫченӗсем унӑн тӗллевӗсене малалла тӑсаҫҫӗ округри  мероприятисене  хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пурӑннӑ пулсан Г.А.Емельянов кӑҫалхи июль уйӑхӗнче 80 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.  Ял халӑхӗшӗн ыррине нумай тунӑ ҫын ятне манса каймалла мар.

Галина Любимова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *