Суббота, 5 сентября

Яваплӑха туйса ӗҫлет

Яваплӑха туйса ӗҫлет

Кӑҫалхи сентябрӗн 18, 19, 20-мӗшӗсенче ҫӗршывра Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думипе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ пулать. Асӑннӑ кунсенче кашни суйлавҫӑнах участоксене ҫитсе е дистанци мелӗпе хӑй суйласа илнӗ кандидатшӑн сассисене пама тивӗҫлӗ. Уйрӑм ҫыншӑн суйлав, халӑх йышлӑ пулмасан, темиҫе минутлӑх тӑсӑлакан процедура анчах: паспорт кӑтартса алӑ пусса бюллетень илмелле те, хӑвна килӗшекен кандидат хушамачӗ тӗлне паллӑ лартса урнӑна ямалла. Участоксенчи суйлав комиссийӗн  председателӗсемпе членӗсем вара граждансемшӗн суйлама кирлӗ условисем пулччӗр тесе маларах тӑрӑшма пуҫлаҫҫӗ.

Комсомольскинче пурӑнакан Екатерина Жукова ҫӗршыври ытти граждансенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Паспорт илсе суйлавҫӑ пулмалли ӳсӗме ҫитсен пӗрремӗш хут сасӑлава хутшӑннӑ. Аслӑ шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра та, Комсомольскинчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта ӗҫлеме пуҫласан та ҫулсеренех суйлава хутшӑннӑ.  2023 ҫултан пуҫласа  Екатерина Ильинична — 801-мӗш номерлӗ участокри суйлав комиссийӗн председателӗ. Пӗрремӗш хут председатель пулса суйлав ирттерни унӑн асӗнче ӗмӗрлӗхех юлнӑ. Акӑ мӗнле аса илет ун пирки вӑл халӗ:

— Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавӗ пулчӗ вӑл. Ҫак кун комисси членӗсемпе пӗрле ирхинех, участока уҫиччен пур документсене те, оборудование те тепӗр хут тӗрӗслерӗмӗр, информаци стенчӗсем, сасӑлав кабинечӗсем пур енӗпе те тивӗҫтернине пӑхса тухрӑмӑр. Суйлав участокӗ уҫӑлни ҫинчен пӗлтерни, пӗрремӗш суйлавҫӑсем килсе бюллетенсем илни… пурте маншӑн хумхануллӑ самантсем пулчӗҫ. Суйлав  йӗркеллӗ ирттӗр, унта ытларах ҫын килтӗр тесе тӑрӑшасси — тӗп тӗллев пулнӑ. Участока килекенсен сӑн-пичӗсенче хаваслӑх палли пурри, ҫемьесемпех сасӑлава килни савӑнтарчӗ. Ҫӳрейменнисем патне килӗсене ҫитсе сасӑлаттарни те асра юлчӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ аслӑ ҫулсенче пулнӑ май, комисси членӗсен ватӑсемпе калаҫма пӗлни, ӑшӑ сӑмахсем тупма тӑрӑшни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланатӑм. Суйлав хыҫҫӑн сасӑсене шутласа пӗтӗмлетесси те питӗ яваплӑ. Кашни сасӑра ҫын шухӑш-кӑмӑлӗ, унӑн ӗмӗчӗ, шанӑҫӗ. Ҫавӑнпа та комисси членӗн йӑнӑшма юрамасть. Суйлав йӗркеллӗ иртсе кайни савӑнтарнӑччӗ.

Маларах, хӑй ахаль суйлавҫӑ пулнӑ чухне, Е.Жукована суйлав комиссийӗн членӗсен ӗҫӗ питӗ ансат пек туйӑннӑ%  ирхине участока уҫ та, ҫынсене бюллетеньсем пар та, сасӑсене шутла та, каҫхине участока хупса киле  кай.  Чӑннипе вара суйлав кунӗ ҫитиччен мӗн чухлӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем тумалла. Ҫакна председательте тӑрӑшма пуҫласан Екатерина Ильинична хӑй ҫинче туйса курнӑ. Суйлавҫӑсен списокне хатӗрлесси чылай вӑхӑт йышӑнать. Кунта кашни ҫынна  шута илмелле,  тӳрлетӳсем кӗртмелле.  Хутсемпе ӗҫленӗ чухне тимлӗ пулмалла. Йӑнӑшма юрамасть. Суйлав ирттермелли вырӑна тӗплӗн хатӗрлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кашни кабинӑна, ещӗке,  стенда ҫирӗп йӗркене пӑхӑнса вырнаҫтармалла. Мӗн чухлӗ протокол, акт, журналсем, отчетсем хатӗрлемелле. Килте сасӑлаттарассине йӗркелессипе те ӗҫлемелле. Кашни ӗҫ яваплӑха туйса тунине ыйтать.

Сентябрь уйӑхӗнчи суйлава хатӗрленес енӗпе участоксенчи комиссисем ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Апла пулсан, Е.Жукован та хӗрӳ вӑхӑтсем тытӑннӑ. Комисси членӗсен ӗҫне пӗлсе йӗркелеме, кашни документа тӗплӗн пӑхса тухма тӑрӑшать вӑл. Яланхи пекех участока килекен суйлавҫӑсен йышӗ пысӑк пултӑр тесе тӑрӑшать.  2023 ҫулта иртнӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавӗнче 801-мӗш  участока списока кӗртнӗ суйлавҫӑсен 97,79 проценчӗ хутшӑннӑччӗ.

— Эпир паттӑрсем мар. Хамӑр умма яваплӑх илнӗ граждансем ҫеҫ. Анчах та ку яваплӑх  граждан тивӗҫне туллин пурнӑҫлама хистет. Суйлав системинчи ҫынсем пысӑк чиновниксем те мар, хамӑр хушӑра пурӑнакансемех: юлташсем, ӗҫтешсем, ентешсем. Вӗсем тӑрӑшнипе ҫӗршывра халӑх влаҫӗ ӗҫлет. Сире суйлавра кирлӗ утӑм туса хӑвӑра килӗшекен кандидатшӑн сасӑлама май туса пама тӑрӑшаҫҫӗ, — палӑртать  Комсомольскинчи 801-мӗш участокри суйлав комиссийӗн председателӗ Е.Жукова.

Вӑл кӑҫалхи сентябрь уйӑхӗнче иртекен суйлава округра пурӑнакансем яланхи пекех хастаррӑн хутшӑнасса, участоксенчи комисси членӗсем суйлавҫӑсене кӗтсе илме хатӗрленсе ҫитессе шанса тӑрать.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *