Ҫуллахи ӑшӑ кунсенче ҫурт умӗнчи йывӑҫсем айӗнчи сак ҫине Валя аппа мӑнукӗсемпе час-часах тухса ларать. Хунавсене мӑшӑрӗпе, Василий Михайловичпа ачисем пӗчӗккӗ чухнех лартса хӑварнӑччӗ. Сахал мар вӑхӑт иртнӗ ҫав, хунавсем ӳссе тӗрекленчӗҫ, пӗве кайрӗҫ, тӗп килте пурӑнакан кӗҫӗн ывӑлӗн ачисем те ӳссе ҫитӗннӗ ӗнтӗ. Хӑй те, акӑ, 90 ҫула ҫитрӗ. Нуша-тертне чылай курса ӳснӗскер ҫак ҫул таран пурӑнасса шутламан та. Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан Валентина Александровна Лещева ҫак кунсенче тӑхӑр теҫетке ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Пӗр ҫемьере ҫитӗннӗ ҫичӗ пӗртӑвантан вӑл паян пӗчченех юлнӑ.
Тӑманлӑ Выҫли хӗрӗ пулнӑ вӑл. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ унӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи кӑткӑс ҫулсене лекнӗ. Ашшӗ вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман. Ҫемьере ачисем пӗринчен-тепри пӗчӗкскерсем тӑлӑха юлнӑ. Ҫавӑнпах пулӗ аслисем ҫул ҫитнӗ ҫитменех фермӑна ӗҫе кӗнӗ. Валентина та ҫамрӑклах малтан вӗсене пулӑшма ҫӳренӗ, кайран шкулта 4 класс пӗтерсенех, ҫителӗклӗ таран вӗренеймесӗрех ӗҫе кӳлӗннӗ. Колхоз ферминче тӑрӑшнӑ, алла тытмаллӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе тупас тесе 3 хутчен тӗрлӗ ҫӗре торф кӑларма кайнӑ. Вӑл ҫулсенче пӗрле кайнӑ хӗрсенчен хуларах юлакансем те пулнӑ. Вальӑна вара ял хӑй патне туртнӑ. Ҫемьери лару-тӑру та тӑван тӑрӑхах таврӑнма хистенӗ пулӗ. Амӑшне кӗҫӗннисене ура ҫине тӑратма пулӑшмалла пулнӑ. Хӗр Жданов ячӗллӗ, кайран «Заря» колхозӑн Тӑманлӑ Выҫлинчи сӗт-ҫу фермине ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Мӗн качча кайичченех дояркӑра тӑрӑшнӑ.
1964 ҫулта Аслӑ Чурачӑк каччипе Василий Лещевпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Нумаях та мӑшӑрлӑ пурӑнайман вӗсем, упӑшкине ҫар службине илсе кайнӑ. Ют ҫӗрте хӑнӑхиччен ҫӑмӑлах пулман ҫамрӑк кине. Халӑхпа пӗрле колхозри кулленхи ӗҫсене тухнӑ. Мӑшӑрӗ салтакран таврӑнсан иккӗшӗ те «Заветы Ильича» колхозӑн Чӗчкенти сӗт-ҫу ферминче ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Василий Михайлович хӗлле выльӑхсене апат параканӗнче, ҫулла кӗтӳҫӗре тӑрӑшать. Валентина Александровна ӗнесем сӑвать. «Ирхине тул ҫутӑличченех фермӑна тухса кайнӑ. Пур ӗҫе те алӑпа тумалла пулнӑ. Ураран резина атӑ кайман. Витесенче сивӗччӗ, картишӗнче тислӗкпе хутӑш пылчӑк ҫӑрӑлатчӗ. Кунне виҫӗ хутчен алӑпа сунӑ. Ҫулла вара ӗнесене фермӑран аякка ҫуллахи лагерьсене илсе тухатчӗҫ те унта ҫитнӗ. Лагерь айлӑм вырӑнтаччӗ, сӗт витрисем йӑтса сӑрталла тапаҫланса хӑпараттӑмӑр. Сӗт леҫме те хамӑрах кайнӑ. Мӗн чухлӗ фляга ҫӗклемен-ши? Вӑл вӑхӑтра пурнӑҫланӑ ӗҫсене асӑнса та пӗтереймӗн. Ывӑнаттӑмӑр, паллах, ҫамрӑк пулнӑ та аптраман, нӑйкӑшман. Тивӗҫлӗ канӑва кайичченех дояркӑра тӑрӑшрӑм», — каласа парать Валентина Александровна.
Мӑшӑрӗпе, Василий Михайловичпа вӗсем 7 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ. Вӗсене мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарса ӳстернӗ, тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшнӑ. Мӑшӑрӗпе 53 ҫул алла-аллӑн килӗштерсе пурӑннӑ. Ачисем пӗчӗк пулсан та 1980 ҫулта ҫӗнӗ ҫурт туса лартма пултарнӑ. «Ачасене пӑхма хуняма нумай пулӑшрӗ ӗнтӗ. Ӑна паянхи кун та тав сӑмахӗ калатӑп. Ӗҫе тухса кайсан килте ачасемпе ҫын юлсан хӑвна лӑпкӑнрах туятӑн», — сӑмахне малалла тӑсать Валя аппа.
Ҫичӗ ачана ура ҫине тӑратма ҫӑмӑлах мар. Ҫитернипе, тумлантарнипе анчах мар, кашнин валли ӑшӑ сӑмах та тупмалла. Вӗсен хуйхи-суйхине, савӑнӑҫне пӗрле пайламалла. Ашшӗ-амӑшӗ ӗҫрен ывӑнса таврӑннине ачисем те ӑнланма тӑрӑшнӑ, май пур таран пулӑшса пынӑ.
Паянхи кун ывӑлӗсемпе кинӗсемпе, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсемпе чунтан савӑнать Валентина Александровна. Пурте пуҫтарӑнсан пӳрт тулсах каять. Уйрӑмах мӑнукӗсем килсен кукамӑшӗн-асламӑшӗн чӗри савӑнӑҫпа тулать. Унӑн мӑнукӗсем те мӑшӑрланса 3 ачана кун ҫути парнеленӗ. Ҫемье ҫулсеренех хушӑнса пыни ват ҫын чун-чӗрине хӑпартлантарать.
Вӑрӑм ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ Валентина Александровна. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче арҫын пекех ывӑл-хӗр ҫитӗнтернӗ, йывӑҫ лартса ӳстернӗ, ҫурт-йӗр ҫӗклесе хуралтӑсем ҫавӑрнӑ. Халӗ ӑна куҫ тулли ачисемпе мӑнукӗсем савӑнтараҫҫӗ. Ҫакӑ мар-и вӑл телей, пурнӑҫра ыррине шанни, мӗн патне ӑнтӑлни? Малашне те хисепе тивӗҫлӗ хӗрарӑмӑн сывлӑхпа пурӑнмалла пултӑр.
Юрий МИХАЙлов.

