Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи ялсенче ӗҫре палӑрнӑ ҫынсем сахал мар. Вӗсенчен чылайӑшӗ иртнӗ ӗмӗрте «Дружба» колхозра тӑрӑшса чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ. Халӗ ӗнерхи механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем аслӑ ӳсӗмре ӗнтӗ. Вӗсене манса каймастпӑр. Акӑ, ҫак кунсенче Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи ветерансен совечӗн председателӗ Р.Ф.Розова ертсе пынипе культура ӗҫченӗсем Хирти Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Г.И.Алексеева 75 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама ун килне ҫитрӗҫ. ,мӗрӗпех «Дружба» колхоз производствинче ӳсӗмлӗ ӗҫленӗ Георгий Ильич ячӗпе салам сӑмахӗсем каласа юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ.
Г.Алексеев мӗн пӗчӗкренех ӗҫре пиҫӗхсе ӳснӗ. Шкул пӗтерсен унӑн хулана каяс шухӑш пулман, хӑйне ялта кирлӗ пулакан профессине суйласа илес тӗллевпе Канашри механизаторсем хатӗрлекен шкула ҫул тытнӑ. Ҫара кайиччен алла тракторист-машинист правине илнӗ. Совет Ҫарӗнчен службӑран таврӑнсан вӑл 1971 ҫулта «Дружба» колхозӑн машинӑпа трактор паркӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех тӑван колхозра тӑрӑшнӑ. 30 ҫул хушшинче хуҫалӑхра тракторпа вӑл туман ӗҫ юлман пулӗ: сухаланӑ, сӳреленӗ, акнӑ, вӑрман турттарнӑ…
Вӑл пурнӑҫланӑ пур ӗҫе те, хӑй ӗмӗрӗнче тунӑ эталон-гектарсене те шутласа та пӗтереймӗн. Кирек хӑш ӗҫре те вӑл пултарулӑхпа палӑрса тӑнӑ. Шаннӑ ҫӗрте яланах хастар та пултаруллӑ пулнӑ. Хӑй тӑрӑшакан техникӑна юсавлӑ тытнӑ. Ӗҫри кӑтартусем унӑн ҫулсеренех хуҫалӑхра лайӑххисен шутӗнче пулнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ Георгий Ильич 1977 ҫулта «Районти чи лайӑх механизатор», 1978 ҫулта «Республикӑри чи лайӑх механизатор» ятсене тивӗҫнӗ. Уй-хир культурисем туса илес енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн Г.Алексеева 1979 ҫулта «Хура тӑпраллӑ мар ҫӗрсене ҫӗнетнӗшӗн» медаль парса чысланӑ. Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсемпе, Дипломсемпе те ӑна нумай хутчен наградӑланӑ.
Мӑшӑрӗпе, Альфина Алексеевнӑпа вӗсем икӗ ывӑлпа хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Мӑшӑрӗ те ӗмӗрӗпех колхозри пахча ҫимӗҫ бригадинче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Иккӗшӗ вӗсем нумай ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Пӗрле тӑрӑшса ҫирӗп килти хуҫалӑх йӗркеленӗ. Пахчара тӑрӑшаҫҫӗ, кайӑк-кӗшӗк тытаҫҫӗ. Ӗмӗрӗпех ӗҫре пулнипе тивӗҫлӗ канура та алӑ усса лараймаҫҫӗ.
Ӗмӗрне ял хуҫалӑхӗнче ирттернӗ ҫынсем чыс-хисепе тивӗҫлӗ.
Наталья Павлова.

