Суббота, 5 сентября

Уяр кунсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ

Уяр кунсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ

Ҫанталӑк уяр тӑнипе усӑ курса округри ҫӗр ӗҫченӗсем уй-хирте тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитӗнтернӗ тырпула тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртес енӗпе вӑй хураҫҫӗ. Йӗтемсем ҫинче те ӗҫ шавӗ чарӑнмасть.

Августӑн 12-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем  1579 гектар лаптӑк ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса илнӗ. Вӑл шутран 1160 гектар тулӑ, 42 гектар ыраш,125 гектар урпа, 80 гектар сӗлӗ вырса ҫапса тӗшӗленӗ. Ку вӑл пӗтӗм лаптӑкӑн 12,8 проценчӗ чухлӗ пулать.  Йӗтемсем ҫине  6163 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 39 центнерпа танлашать.

Выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем те малалла пыраҫҫӗ. 6993 тонна утӑ, 18550 тонна сенаж янтӑланӑ.

Хуҫалӑхсенчи ӗҫченсем кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *