Чӑваш Республикин правительствинче эрнесерен ирттерекен планеркӑра «Ниме — халӑх бюджечӗ» программа пирки сӑмах пынӑ. Унта вӑл мӗнле пурнӑҫланнине тата 2027 ҫул ҫул валли проектсем ха- тӗрлесси мӗнле пынине пӑхса тухнӑ.
Яллӑ вырӑнсенче 570 объекта, малтан палӑртнин чылай пайне ӗҫе кӗртнӗ. 982 лаптӑкра хальхи вӑхӑтра строительство тата юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хулара вара 85 проекта пурнӑҫланӑ. Вӗсем тӗпрен илсен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче. 100 ытла объектра ӗҫсен 70 ытла процентне тунӑ, ҫывӑх вӑхӑтра вӗҫлесе пыраҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫитес ҫул валли проектсем хатӗрлесси пырать. Хуласемпе ялсенче ку тӗллевпе халӑхпа 2 пин ытла тӗлпулу йӗркеленӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2027 ҫул валли хатӗрленӗ проектсене тӑратассине кӑҫалхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен тӑснине ырланӑ. Ҫакӑ кирлӗ документсене пуҫтарса ҫитерме май памалла.
Ҫапла вара ку вӑхӑтчен муниципалитетсен проектсене кирлӗ пек палӑртнӑ йӗркене ҫитерсе хатӗрлемелле. Сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 2-мӗшӗччен ҫынсем «Чувашия онлайн» сайтра чи лайӑх пуҫарусене суйласа илсе сасӑлама пултарӗҫ.
Пирӗн округра та «Ниме — халӑх бюджечӗ» проектпа объектсем хута каяҫҫӗ. Вӗсем пирки хаҫатра пӗлтерсех тӑратпӑр. Акӑ, ҫак кунсенче Тукай культура ҫурчӗ ҫумӗнчи лаптӑка тирпей-илем кӗртсе карта тытса ҫавӑрнӑ. Хирти Сӗнтӗр ялӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑка (сӑн ӳкерчӗкре) юсама пуҫланӑ. Округри ытти ялсенче те пуҫаруллӑ проектпа ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).

