Августӑн 12-мӗшӗ — Сывлӑш Ҫар вӑйӗсен уявӗ. Ҫак кун Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче округра пурӑнакансем митинга пуҫтарӑннӑ. Пирӗн ентешсем хушшинче авиаципе ҫыхӑннӑ ҫынсем сахал мар. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ летчиксем тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, самолетсене вӗҫеве хатӗрленӗ, аэродромсене сыхланӑ. Мирлӗ вӑхӑтра та Сывлӑш Ҫар вӑйӗсен чаҫӗсенче служба ирттернисем чылайӑн.
Уяв ячӗпе пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ А.Ф.Афанасьев, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Г.Н.Филиппов, Комсомольскинчи Вознесения Господня храмӗн настоятелӗ Сергий иерей, округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев, округри таврапӗлӳҫӗсен совечӗн председателӗ С.Ф.Кокорева, тӗрлӗ ҫар енӗсен ветеранӗсен совечӗсен председателӗсем, округри таврапӗлӳҫӗсем, вӑрҫӑра вилнӗ паттӑр летчиксен тӑванӗсем тата ытти обществӑлла пӗрлешӳсен членӗсем саламланӑ. Сывлӑш Ҫар вӑйӗсем Тӑван ҫӗршыва тӳперен сыхланӑ, тӑшмана тапӑнса аркатнӑ. Паттӑрсем чыс-хисепе тивӗҫлине, вӗсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмаллине палӑртнӑ.
,нерхи салтаксем паянхи кун округӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче те пултаруллӑ, ӳсекен ӑрӑва ҫарпа патриотизмла воспитани парс ӗҫе те вӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. А.И.Гоголева «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул», В.А.Егорова «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальсемпе наградӑланӑ. П.Н.Зайцев, П.Н.Кольцов, Н.А.Медведев, В.Н.Степанов, В.С.Хораськин округ администрацийӗн Тав хучӗсене тивӗҫнӗ.
Ҫак кун паллӑ пулӑмпа палӑрса юлчӗ. Паркра ҫар паттӑрӗсене халалланӑ тепӗр палӑк_ самолет макечӗ вырнаҫтарнӑ вырӑн хутшӑнчӗ. Ӑна уҫма округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Сывлӑш Ҫар вӑйӗсен ветеранӗ А.И.Гоголев тата паттӑр летчикӑн тӑванӗ Н.И.Плеткина тивӗҫ пулчӗҫ. Палӑк умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.
Ҫак асӑну вырӑнне округри Сывлӑш Ҫар вӑйӗсен ветеранӗсен совечӗн членӗсем, уйрӑм ҫынсем, организацисем пӗрлехи вӑйпа ҫӗкленӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе ирттерес енӗпе А.И.Гоголев, В.А.Егоров, П.Н.Кольцов, Н.А.Медведев, А.Н.Степанов, В.С.Хораськин ветерансем, В.С.Ильин, И.В.Павлов, Г.И.Свистунов, В.Т.Павлов, П.Н.Зайцев, П.Н.Тарасов, Г.П.Воробьев, С.Ф.Кокорева, А.Н.Агашева шкукатур тата ыттисем те нумай тӑрӑшнӑ. Спонсорла пулӑшу панӑшӑн райпона, Россельхозбанк, Сбербанк уйрӑмӗсене, «Арыш», «Мечта» магазинсене тав тӑваҫҫӗ.
Ҫак палӑк — самолет пирӗн тӳпе яланах мирлӗ пултӑр, унтан сар хӗвел ҫеҫ ялан йӑл култӑр тесе хураллама тӑратнӑ символ вырӑнне пултӑр. Пирӗн пуласлӑхшӑн Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунисен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ таймаллине, паттӑр летчиксен ячӗсене ялан асра тытмаллине аса илтерсе тӑтӑр.
(ХАМӐР ИНФ.).

