Суббота, 5 сентября

Паллӑ кӗрешӳҫӗ, политик Чӑваш Енпе паллашнӑ

Паллӑ кӗрешӳҫӗ, политик Чӑваш Енпе паллашнӑ

Александр Александрович  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулнӑ.  Калаҫу тӗпрен илсен спорта аталантарас ыйтусем тавра  пынӑ. Олег Алексеевич  хӑнана Чӑваш Енре физкультурӑпа спорта  аталантарас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки каласа панӑ. Кашни ҫыншӑн спорт пурнӑҫ норми пултӑр тесе тӑрӑшса инфраструктурӑна аталантарни, тренерсем хатӗрлени, ӑмӑртусем ирттерни ҫинчен пӗлтернӗ. Ку енӗпе ҫитӗнӳсем куҫ умӗнчех. Енчен те 2020 ҫулта физкультурӑпа тата спортпа республикӑра пурӑнакансен 48 проценчӗ туслӑ пулнӑ пулсан, иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе ку кӑтарту 62 процента ҫитнӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Ен ГТО комплексне ӗҫе кӗртес енӗпе Атӑлҫи Федераллӑ округра 1-мӗш, Раҫҫейре 3-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

«Республикӑри спортсменсен ҫитӗнӗвӗсем те савӑнтараҫҫӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче Чӑваш Ен спортсменӗсем 2020 ҫулта 154 пулнӑ пулсан, пӗлтӗр вӗсен йышӗ 399 ҫитнӗ. Республикӑшӑн спортӑн 21 енӗ никӗс вырӑнне пулса тӑрать пулсан тата иккӗшӗ приоритетлӑ шутланать. Уйрӑмах кӗрешӳ наци спортне аталантарас енӗпе нумай ӗҫ тӑватпӑр»,  — палӑртнӑ Олег Алексеевич.

А.Карелин «Единая Россия» партин активӗпе тӗл пулнӑ май республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсене  хускатнӑ% бензин тата унӑн хакӗ, аграри отраслӗ валли кадрсем хатӗрлесси, ҫамрӑк тренерсене пулӑшасси…

«Единая Россия» партин  регионти уйрӑмӗн секретарӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ С.Г.Артамонов республикӑра ял хуҫалӑх валли кадрсем хатӗрлесси пысӑк шайра пулса пынине палӑртнӑ. Вӑл ача садӗнченех пуҫланать. Паянхи кун Чӑваш Енре шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче 137 агролаборатори ӗҫлет. Шкулсенче агротехнологи класӗсем пур. Вӗсене пӗтернисем Чӑваш ял хуҫалӑх университетне вӗренме  ҫӑмӑллӑнах кӗреҫҫӗ. Кӑҫал аграрин аслӑ шкулӗнчен 700 специалист  вӗренсе тухнӑ. «Пӗтӗм система «ача сачӗ — шкул — аслӑ шкул» принциппа йӗркеленнӗ. Ҫакӑ республикӑри агропромышленность комплексне квалификациллӗ кадрсемпе тивӗҫтерме май парать», — тенӗ Сергей Геннадьевич.

Топливо рынокне илсен Чӑваш Республикин Правительстви унти лару-тӑрӑва тӗрӗслесех тӑрать. Кашни кунах хаксен мониторингне туса пыраҫҫӗ. Ҫамрӑк тренерсене федераллӑ «Земский тенер» программӑпа тата регионти йышӑнусемпе пулӑшаҫҫӗ.

Александр Карелин республикӑри спорт объекчӗсене ҫитсе курнӑ, спортсменсемпе, тренерсемпе курнӑҫса калаҫнӑ.  Спорта аталантарас, пултаруллӑ спортсменсем хатӗрлес енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, малашне пурне те ӑнӑҫу суннӑ.

Пирӗн округри спорт тусӗсен ушкӑнӗ республикӑри ГТО фестивальне хутшӑннӑ май сумлӑ кӗрешӳҫӗпе А.А.Карелинпа  тӑрса  пӗрле сӑн ӳкерӗнме те пултарнӑ.

Юрий гаврилов

пуҫтарса хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *