Суббота, 5 сентября

Вӗсем тӑшман тылӗнче ҫапӑҫнӑ

Вӗсем тӑшман тылӗнче ҫапӑҫнӑ

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӑшман тылӗнче паттӑрӑн ҫапӑҫнӑ партизансем пирки эпир кӗнекесем вуласа, кинофильмсем курнӑ тӑрӑх пӗлетпӗр. Вӗсем фронтран чылай аякра пулсан та нимӗҫ фашисчӗсене нумай чӑрмав кӳнӗ. Хӗҫ-пӑшал, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тиенӗ пуйӑссене сывлӑша сирпӗтнӗ, вӑрттӑн тапӑнса складсене, аэродромсене тӗп тунӑ… Партизансен отрячӗсенче чӑвашсем те, вӑл шутра пирӗн районта ҫуралса ӳснӗ ҫынсем те пулнӑ. Муниципаллӑ архив ӗҫченӗсем партизан юхӑмне хутшӑннӑ хӑш-пӗр ентешсем пирки документсем  тупса палӑртнӑ. Вӗсемпе вулакансене паллаштаратпӑр.

Леонид Никитич Козлов (сан ӳкерчӗкре) 1912 ҫулта Шурут ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта тухса кайнӑ. 1941 ҫулта Борисов хули ҫывӑхӗнчи  хаяр ҫапӑҫура тыткӑна лекнӗ. Тӑшман аллинче вӑл 1943 ҫулхи сентябрь уйӑхӗччен пулать. Тыткӑнран тарнӑ хыҫҫӑн  Белорусири Минск облаҫӗнчи Суворов ячӗллӗ партизансен отрядне лекет. Унти партизансем Крупски, Борисов районӗсенче тӑшмана хирӗҫ кӗрешнӗ.  Нумай операцисене хутшӑнса хӑюллӑхпа палӑрнӑ. 1944 ҫулхи июлӗн 8-мӗшӗнче партизан отрячӗн командирӗ А.В.Рыжков пирки ҫырнӑ характеристикӑри хӑш-пӗр йӗркесем: «Л.Н.Козлов взводпа пӗрле тӑшман ҫине тапӑннӑ ҫӗре хутшӑнса нимӗҫсен 12 офицерӗпе салтакне тыткӑна илнӗ», «отряд Борисов хулинчен тухнӑ вӑхӑтра вӑл тӑшман гаражӗнчен 3 автомашина хӑваласа тухма пултарнӑ», «дисциплинӑллӑ  та хӑюллӑ партизан».

Унӑн ячӗ Астӑвӑм кӗнекинче ҫук. Пӗр ял ҫыннисенчен ватӑраххисем ӑна астӑваҫҫӗ. Вӑл платник пулса ӗҫленӗ. Шӳтлеме юратнӑ, анчах та вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илессинчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Ҫакна ӑнланма та пулать пулӗ. Тӑшман аллине хӑй ирӗкӗпе ҫакланман пулсан та, ҫынсем тыткӑнра пулнисем ҫине урӑх куҫпа пӑхнӑ. Леонид Никитич вара чӑн-чӑн партизан пулса паттӑрлӑх кӑтартнине вӑл 1944 ҫулта «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медале тивӗҫни те ҫирӗплетет.

Дмитрий Иванович Койсаров Хырхӗрри ялӗнче  1918 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланиччен, 1939 ҫулта призывпа Хӗрлӗ ҫара  кайнӑскер службӑра тӑнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенченех Хӗвеланӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. 1941 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче Грициан юлташ ертсе пыракан отряда хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ ҫеҫ мар хӑйпе пӗрле вырӑнти 87 ҫамрӑка илсе пынӑ. Взвод, рота командирӗ пулнӑ. Дмитрий Иванович «рельс вӑрҫинче» хастар пулнӑ. Вӑл ертсе пыракан ушкӑн  тӑшман эшелонӗсене сирпӗтнӗ, кӗперсене ишнӗ, ҫыхӑну линийӗсене татнӑ. Награда хучӗсенче вӑл 1943 ҫулхи август уйӑхӗнче Быков — Рогачев чукун ҫул ҫинче тунӑ паттӑрлӑха, ҫав ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Тощица  станцийӗнчи хӑюллӑха ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл ертсе пыракан рота полиципе жандармерин 50 ҫыннине вӗлернине, 6 эшелона, 7 кӗпере сирпӗтсе сывлӑша ҫӗкленине, 15 километр ҫыхӑну линине юрӑхсӑра кӑларнине палӑртни пур. Ҫав операцисенче хулпуҫҫинчен аманнӑ. Ӑна «Отечествӑлла вӑрҫӑ партизанӗ» I тата II степеньлӗ медалӗсемпе наградӑланӑ. Д.Койсаров 1945 ҫулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче Германири пӗр ҫапӑҫура паттӑрӑн пуҫ хунӑ. Ӑна Бранденбург провинцийӗнчи Кихен-Мюле патӗнче пытарнӑ.

Иван Николаевич Ложков Шурут ялӗнче 1915 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех ҫапӑҫу хирне тухса кайнӑ.  Оруди расчетӗнче ҫапӑҫнӑ. Ельня хули патӗнче йывӑр аманнӑ, контузи илнӗ. Ку вырӑн тӑшман аллинче пулсан та ункӑран ҫӑлӑнса  тухма пултарнӑ. Партизансем патне лекнӗ. И.Л.Пивоваров ертсе пыракан Суворов ячӗллӗ отряд партизанӗ пулса тӑнӑ. Награда хутӗнче И.Ложков взвочӗ тӑшманӑн 3 эшелонне, 2 пӑравусне, салтаксем ларса пыракан 7, техника тиенӗ 5, апат-ҫимӗҫ илсе каякан 5 вакунне сывлӑша сирпӗтнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем 4 автомашинӑна,  8 нимӗҫ салтакне пӗтернӗ. Командир хӑйӗн взводӗнчи партизансене тӗрӗс тӗкел сыхласа хӑварма пултарнӑ. Ҫак паттӑрлӑхшӑн вӑл «Отечествӑлла вӑрҫӑ  партизанӗ» I степеньлӗ медале тивӗҫнӗ. 1944 ҫулхи кӗркуннерен Иван Николаевич 16-мӗш танк бригадин 104-мӗш йывӑр танксен уйрӑм гварди полкӗн йышӗнче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Пӗр ҫапӑҫура вӑл тӑшман вӑйлӑ персе тӑнӑ вӑхӑтрах танка юсаса хӑрушсӑр вырӑна илсе тухма пултарнӑ. Ҫакӑншӑн И.Ложков «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медале тивӗҫнӗ.

Вера Архиповна Куликова (Коржуева) Новгород облаҫӗнчи Холмски районӗнчи Козлова ялӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ, пирӗн районти Асанкасси ялӗнче пурӑннӑ. Вӑл 1943 ҫулхи мартӑн 16-мӗшӗнче партизан отрядне лекни паллӑ. Вера нумай яваплӑ ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Ҫакна вӑл тивӗҫнӗ Отечествӑллӑ вӑрҫӑ II степеньлӗ орденӗ, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медаль, «Ленинград партизанӗ», «1941—1945 ҫулсенчи фронтовик» паллӑсем туллин ҫирӗплетеҫҫӗ. 1943 ҫулта вӑл чирленипе госпитале лекнӗ, ҫав ҫулхи декабрьте яла таврӑннӑ. Вера Архиповна 2003 ҫулччен пурӑннӑ.

Константин Герасимович Карасев  ячӗ  Астӑвӑм кӗнекинче халӗ те 1941 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ  пек курӑнса тӑрать. Унӑн сыхланса юлнӑ автобиографийӗ  хыпарсӑр ҫухалманни, малтан тыткӑна лекни, кайран партизан пулни ҫинчен калать. Вӑл 1919  ҫулта Эткер ялӗнче ҫуралнӑ. 1939 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Вӑрҫӑ вутне малтанхи кунсенчех кӗнӗ. Смоленск облаҫӗнчи Гродно хулинчи 4-мӗш корпусӗн   152-мӗш артиллери полкӗнче рядовой пулнӑ. Минск хули ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура тыткӑна лекнӗ. 1942 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тыткӑнран тарнӑ, Г.К.Жуков ячӗллӗ бригадӑн партизан отрядне хушӑннӑ. Командирсем каланӑ тӑрӑх вӑл ҫапӑҫусенче тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ, хӑюллӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ, нумай тытӑҫусене хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӗве пӑртак ҫеҫ кӗтсе илеймен, Белоруси ҫӗрӗ ҫинче пуҫ хунӑ. Ӑна Гродно облаҫӗнчи Короличски районӗнчи тӑванлӑх масарӗнче пытарнӑ.

Александр Павлович Павлов 1919 ҫулта Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта тухса кайнӑ, вӗсен чаҫӗ тӑшман тылӗнче тӑрса  юлнӑ. А.Павлов В.И.Ленин ячӗллӗ бригадӑри Ф.Э.Дзержинский ячӗпе тӑракан партизан отрядӗнче ҫапӑҫни паллӑ. Унӑн подразделенийӗ чукун ҫулсем ҫинче ҫӗршер диверси тунӑ, нимӗҫсен гарнизонӗсем ҫине тӑтӑшах тапӑннӑ. Ҫапӑҫусенче вӑл паттӑрлӑхпа палӑрса тӑнӑ. Нимӗҫ захватчикӗсемпе пынӑ пӗр тан мар ҫапӑҫура вилмеллех аманнӑ. Ӑҫта вилни те, пытарни те паллӑ мар.

Илья Васильевич Лепешкин Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче 1912 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланни ҫинчен хыпар илтсенех вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе  фронта тухса кайнӑ. Салтак ҫулӗ ӑна Белоруси ҫӗрӗ ҫине илсе ҫитернӗ. И.Лепешкин 57-мӗш партизан отрячӗн боецӗ пулса тӑнӑ. Партизансем тӑшман тылӗнче чӑрсӑр диверси ӗҫӗсем тунӑ% пуйӑссене сирпӗтнӗ, тӑшман ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑнса пысӑк сиен кӳнӗ.  Заданире пулман вӑхӑтра атӑ-пушмак ҫӗленӗ, юсанӑ. Ун тӑрӑшулӑхне пула партизансем хаяр сивӗсенче те урисене шӑнтман. 1945 ҫулхи май уйӑхӗнче  ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӑл хӑй 7 тӑшмана  тыткӑна илнӗ. Анчах та ҫак ҫулхи майӑн 6-мӗшӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Иван Гаврилович Кокшин Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче 1918 ҫулта ҫуралнӑ. 1939 ҫулта ӑна Хӗрлӗ ҫара илнӗ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Белоруси ҫӗрӗ ҫинче вӗсен чаҫӗ тӑшман ункине лекнӗ. Ҫаврӑнӑҫуллӑ та чӑтӑмлӑ пулнипе унтан хӑтӑлса тухма май тупнӑ. Кӗҫӗн лейтенант хӑй тавра ҫынсене пуҫтарса партизан отрячӗ йӗркеленӗ. Вӗсем тӑтӑшах нимӗҫ фашисчӗсем ҫине тапӑннӑ. Отряд та пысӑкланса пынӑ. 1944 ҫулта И.Кокшина лейтенант звани панӑ, ротӑна ертсе пыма шаннӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленичченех паттӑр ентеш тӑшмана хирӗҫ кӗрешнӗ.

Паллах, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче партизан отрячӗсенче ҫапӑҫнисем пирӗн ентешсем хушшинче татах та пулнӑ пулӗ. Вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче Хӗрлӗ Ҫарӑн чаҫӗсем вӑйлӑ ҫапӑҫусем хыҫҫӑн тӗп вӑйсенчен татӑлса юлса тӑшман ункисене ҫакланнӑ. Унтан тухнисем вара партизансен отрячӗсене лекме пултарнӑ. Тӑшман тылӗнчи отрядсен вара тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑну тытма май пулман. Ҫапӑҫусенче Белоруси, Украина тата ытти ҫӗрсенче выртса юлнисем хыпарсӑр ҫухалнисен шутне кӗнӗ.

Вӑрҫӑра таврӑнайманнисене те, тӑван тӑрӑха ҫитсе мирлӗ ӗҫре тӑрӑшса чыс-хисепе тивӗҫнисене те пирӗн манса каймалла мар. Вӗсем пирӗн ирӗклӗхшӗн юн тӑкнӑ.

Валентина Шингалова, Татьяна Краснова,

архив ӗҫченӗсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *