Вторник, 15 сентября

Ӗҫ кал-кал, тулӑ тухӑҫӗ аван

Ӗҫ кал-кал, тулӑ тухӑҫӗ аван

Кӑҫалхи ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене М.Р.Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗнче вӑхӑтра пуҫланӑ, мӗн палӑртнине пахалӑхлӑ акса хӑварнӑ. Ӳсен-тӑран чирӗсене, ҫумкурӑка, хурт-кӑпшанка хирӗҫле агротехника ӗҫӗсене кирлӗ шайра туса ирттернӗ. Фермер хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем вырма ӗҫӗсене те чи малтан тытӑннӑ. Вӗсем уяр кунсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

Кӑҫал фермер хуҫалӑхӗ 130 гектар ҫинче урпа, 70 гектар ҫурхи тулӑ, 90 гектар рапс ҫитӗнтернӗ. Иртнӗ ҫул икӗ уя пурӗ 175 гектар кӗрхи тулӑ акса хӑварнӑ пулнӑ. Пӗринче «Марафон», тепринче «Тимерязевская-150» сортсем аван хӗл каҫнӑ. Халӗ хуҫалӑхра вӗсене пуҫтарса кӗртес ӗҫсем пыраҫҫӗ. Кунта Сергей Краснов комбайнер (сӑн ӳкерчӗкре) тӑрӑшатчӗ.

— Вырмана иртнӗ эрнерех тухнӑччӗ. Ҫумӑрлӑ кунсем тӑнипе тӑхтаса тӑма тиврӗ. Уяр кунсемпе туллин усӑ курса мӗн ҫитӗнтернине вӑхӑтра пуҫтарса илес тесе тӑрӑшатӑп, — терӗ чылайранпа механизаторта тӑрӑшакан Сергей Николаевич.  Вӑл фермер хуҫалӑхӗнче 11-мӗш ҫул вырма ирттерет.

Тулӑ уйӗ таса, пучахсенчи пӗрчӗсем шултра. «Хӑмӑлӗ кӗске пулсан та аван тухӑҫ паракан сортсем акрӑмӑр. Хальлӗхе кашни гектартан 40 центнер ытла тухӑҫ парать», — палӑртрӗ фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Минзекрем Равилович Минатуллин.

Кӗҫех ҫур тыррисен уйӗсенче те ӗҫсем пуҫланӗҫ.

Августӑн 5-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 725 гектар е кӗр тыррисен пӗтӗм лаптӑкӗн 40 процентне яхӑн ҫапса тӗшӗленӗ. Хальлӗхе вӑтам  тухӑҫ кашни гектар пуҫне 44 центнерпа танлашать. Вырмана «Искра», «Урожай» колхозсем, Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ, «Слава картофелю» агрофирма, «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ тухнӑ. «Родина» ООО кӗр тыррисене йӑлтах пуҫтарса кӗртнӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *