Вторник, 15 сентября

Ял уявӗ пурне те пӗрлештерет

Ял уявӗ пурне те пӗрлештерет

Ял уявӗ халӗ унта пурӑнакансене ҫеҫ мар, кунта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ҫынсене те пӗрле пуҫтарма пулӑшать. Августӑн 1-мӗшӗнче вара Кӗҫӗн Каҫал ялӗнчи Кокоревсен ячӗллӗ урампа Кубнинская урам хӗресленнӗ ҫӗрте юрӑ-кӗвӗ чылайччен янраса тӑчӗ.

Историксем Кӗҫӗн Каҫал ялӗ 17-мӗш ӗмӗрте (1650 ҫулсенче) пуҫланса кайнӑ тесе палӑртаҫҫӗ. «Экономические примечания» документ тӑрӑх ку ялта 1765 ҫулта 26 хуҫалӑх шутланни, вӗсенче 76 арҫын, 68 хӗрарӑм пулни паллӑ. 1869 ҫул тӗлне  архиври хутсем кунта пурӑнакансен шучӗ 263 ҫынна ҫитнине каласа параҫҫӗ. 2008 ҫул тӗлне Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче 234 хуҫалӑх шутланнӑ, вӗсенче 751 ҫын пурӑннӑ. Ку тӑрӑхра нумай паллӑ ҫын ӳссе ҫитӗннӗ. Паянхи кун та ял аталанать, халӑх ҫуртсемпе хуралтӑсене ҫӗнетсе пыма тӑрӑшать.

Уява  килнӗ хаклӑ хӑнасене  наци тумӗпе ҫӑкӑр-тӑварпа, кваспа кӗтсе илчӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем П.С.Краснов  (вӑл ҫак ялтах ҫуралнӑ), Ю.А.Попов, округри  депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем С.Г. Катиковпа В.Н.Кокарев, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Г.Н.Филиппов пуҫтарӑннисене ял уявӗ ячӗпе саламаласа кӑмӑлтан канма, савӑнма сунчӗҫ. Ялти пултаруллӑ ҫынсене наградӑсем пачӗҫ. Ялти тата округри обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннӑшӑн  А.К.Батюковпа Д.С.Галкин «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн Тав Ҫырӑвӗсене,  Е.Д.Галкина, Е.Т.Григорьева, В.П.Козин, Е.А.Козин, Р.С.Муравьева, Виталий тата Владимир Чипчигинсем «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретариачӗн Тав Ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ. А.К.Батюкова, Н.С.Воробьева, Л.В.Манюковӑна, Е.Г.Маринӑна, Л.О.Токмакова тавралӑха тирпей-илем кӗртес ӗҫе пысӑк тӳпе хунӑшӑн округ администрацийӗн Тав хучӗсем парса чысларӗҫ.

Ялта  хисеплӗ ҫемьесем сахал мар. Вӗсем нумай ҫул мӑшӑрлӑ килӗштерсе пурӑнса ҫемье  «вучахӗн» ӑшшине тытса пыраҫҫӗ, ӗмӗрӗпех тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. 50 ҫул алла-аллӑн пурӑнакан ҫемьесене Фаина Сергеевнӑпа Владимир Степанович Астаховсене, Раиса Николаевнӑпа Геннадий Иванович Свистуновсене, Валентина Александровнӑпа Александр Васильевич Смирновсене те округ администрацийӗн Тав Ҫырӑвӗсем парса чысларӗҫ.

Парнесем чылай пул- чӗҫ уявра. Ял ҫыннисене ӗҫӗпе те, кулленхи пурнӑҫӗпе те тӗслӗх кӑтартакан вӑрӑм ӗмӗрлӗ З.Ф.Батюкова, Р.П.Буланцова, А.М.Козина, А.С.Кокорев, А.А.Кокорева, Н.А.Кокорева, В.А.Краснов, Е.О.Краснова, У.М.Краснова, З.Н.Марина, М.В.Сафронова, Р.Б.Свинина, В.А.Смирнова, М.М.Столярова, Р.С. Суратова, В.П.Шалина тата ялти чи кӗҫӗнннисем, ял пуласлӑхне малалла тӑсакансем Анна Семенова тата Роман Козин асӑнмалӑх парнесем илчӗҫ.

Ял ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе те пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Уяв кунӗсенче те  вӗсем пирки манса каймаҫҫӗ. Ҫынсем  ҫак кун та маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫе хӑйсен тӳпине хума пултарчӗҫ. Ҫуралнӑ ҫӗртен аякра Тӑван ҫӗршыва сыхлакансен, патшалӑх ирӗклӗхӗшӗн пуҫ хунисен амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсем умӗнче пуҫ тайнине палӑртса  парнесем пачӗҫ.

Округ, ял пуласлӑхӗшӗн нумай тӑрӑшакан Н.А.Батюков, Е.Г.Марина, Л.О.Токмаков округри депутатсен Пухӑвӗн Тав хутне  тивӗҫрӗҫ.

Торжествӑлла самант хыҫҫӑн сценӑна юрӑ-ташӑ ӑстисем йышӑнчӗҫ. Комсомольскинчи ачасен искусствӑсен шкулӗнчи «Островок» хореографи ушкӑнӗ, «Веселые нотки» вокал ансамблӗ, Надежда Жирновапа Венера Андреева, Галинӑпа Михаил Буслаевсем, Самира Тукаева, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Алина Куян, эстрада ҫӑлтӑрӗ Виктор Шамбулин… нумай юрӑҫӑпа коллектив сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ философи наукисен докторӗ В.А. Федотов хӑй ҫырнӑ кӗнекесемпе паллаштарчӗ, вӗсене ҫырма тӑван тӑрӑх хӑват парса тӑнине палӑртрӗ. Кӗнекисене ял старостине парнелерӗ. 

Никамӑн та тунсӑхласа ларма вӑхӑт пулмарӗ ҫак кун. Вырӑнти хурт-хӑмӑр ӑсти, пахчаҫӗ Н.А.Пурлушкин хӑй туса илнӗ продукцие сӗнчӗ. Ял историпе паллаштаракан, аваллӑха илсе кӗрекен лапамсем, ал ӑстисен куравӗсем, тӗрлӗ выставкӑсем хӑйсем патне пырса курма йыхравларӗҫ.  Халӑх вӑййисемпе, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе те пуян пулчӗ уяв. Каҫхине вара пурте пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнмаллине палӑртса пысӑк вӑйӑ картине тӑчӗҫ.

Ял уявӗ Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Республикӑри Халӑхсен туслӑхӗн, округри Халӑхсен килӗшӳлӗхӗн ҫулталӑкӗсене халалласа, «Хаваслӑ ҫу кунӗсем» проектпа иртрӗ, пурне те хаваслӑ туйӑм парнелерӗ.

Елена МАРИНА,

Кӗҫӗн Каҫал ялӗн старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *