Вторник, 15 сентября

Тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшать

Тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшать

Ачасем мӗн пӗчӗкрен сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыччӑр, спортпа ытларах туслашччӑр тесе округри шкулсенче физкультура  учителӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне вӗренекенсем тӗрлӗ ӑмӑртусенчи ҫитӗнӳсемпе ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче физкультура учителӗ пулса А.А.Тихонов 2015 ҫултанпа тӑрӑшать. Хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыни унӑн вӗренекенӗсем ӑмӑртусемпе конкурссенче ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулни аван кӑтартса парать. Алексей Александрович ачасене ОБЗ (Основы безопасности и защиты Родины) предмечӗпе те пӗлӳ парать. Апла пулсан вӑл ачасем  сывлӑх енчен тӗреклӗ, вӑй-халпа ҫирӗп ҫитӗнччӗр тесе вӑй хунипе пӗрлех  Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пур енӗпе те хатӗр пулччӑр тесе тӑрӑшать. Вӗренекенсене ҫарпа патриотизмла воспитани парасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ахальтен мар ӗнтӗ Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк армеецсем ҫулсеренех «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисенче лайӑх енӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал та округри «Зарница 2» ӑмӑртусенче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илсе республикӑри финала хутшӑннӑ.

Шкулта Алексей Тихонов ӗҫлеме тытӑннӑранпа кунти ҫамрӑк армеецсем кашни ҫул тенӗ пек районти, округри «Зарница» тата «Орленок» вӑййисенче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 2017—2018, 2023—2024 вӗренӳ ҫулӗсенче республикӑри ҫакнашкал ӑмӑртусенче призерсен шутне кӗнӗ. Кӑҫал вара «Зарница 2» ӑмӑртура Чӑваш Енре 4-мӗш вырӑнта пулнӑ.

Алексей Александровичран ҫитӗнӳсен ҫӑлкуҫӗ мӗнре пулни пирки ыйтрӑм. «Ку, паллах пӗр ҫын тӑрӑшнинчен анчах килмест. Ҫамрӑк армеецсен ҫитӗнӗвӗ — пӗтӗм коллектив кӑтартӑвӗ. Шкулти пур педагог тӑрӑшулӑхӗ те пур кунта, ачасен хӑйсен пуҫарулӑхӗ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Уйрӑмах шкул директорне Е.Н. Савельева тав сӑмахӗ калас килет. Вӑл ачасене патриотизмла воспитани парасси ҫине   пысӑк тимлӗх уйӑрать. Евгений Николаевич пуҫарӑвӗпе, тӑрӑшнипе  шкулта 2017 ҫулта кадет класӗ йӗркелерӗмӗр. Вӑл шкулта ҫарпа патриотизм тематикипе мероприятисем йӗркелеме тӑрӑшать, хавхалантарса, пур енӗпе те пулӑшса пырать. Кадет класӗнче вӗренни вара ачасене уйрӑмах хавхалантарать. Вӗсем хӑйсене хӑйсем воспитани парса йӗркене ҫирӗп пӑхӑнма, лайӑх вӗренме, нумайрах пӗлме, тӗрлӗ енлӗ аталанма хистеҫҫӗ. Кадетӑн пур енӗпе те тӗслӗх пулса тӑмалла тесе шутлаҫҫӗ. Унӑн вӑй-хал енчен ҫирӗп пулнипе пӗрлех Тӑван ҫӗршыв историне те лайӑх пӗлмелле, культурӑна, ҫын хушшинче тытмалли этикета ӑнланмалла тата ытти те. Кадетсен бал ташшисен ансамблӗ те республикӑра палӑрса тӑни пирӗн вӗренекенсем илемлӗхпе тата музыкӑпа туслӑ пулнине ҫирӗплетет. Хам енчен ҫамрӑк армеецсен отрячӗпе тӑтӑшах тренировкӑсем ирттерме тӑрӑшатӑп. Вӗсене спорт енӗпе анчах мар вӑйӑсенче кирлӗ пулакан ытти ӑсталӑха та туллинрех алла илме пулӑшатӑп. Шел пулин те, иккӗмӗш сменӑра вӗреннипе уроксем хыҫҫӑн занятисем ирттерме хӗллехи кунсенче йывӑрччӗ. Ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ хута кайсан унта вӑхӑчӗ те, условисем те лайӑхрах пуласса шанатӑп», — тет Алексей Александрович.

Кадетсем пур енӗпе те пултаруллӑ пулнине палӑртнӑ май, А.Тихонов вӗсем предмет олимпиадисене те хастар хутшӑннине асӑнчӗ. Ку шкулта вӗренекенсем физкультура тата ОБЗ предмечӗсемпе округра ҫӗнтерсе республикӑри олимпиадӑсенче те палӑраҫҫӗ, призерсен шутне кӗреҫҫӗ. Акӑ, Кирилл Кузьмин иртнӗ ҫул ОБЗ предмечӗпе республикӑра малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑннӑ, кӑҫал вара ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Шкул ҫулӗсенчех ҫар ӗҫне хӑнӑхни, хӑйсене ӳт-пӳ енчен ҫирӗплетни малашне пулас професси суйласа илме те пулӑшать. Кунтан вӗренсе тухнисем хушшинче ҫарӑн аслӑ шкулӗсенче, шалти ӗҫсен пайӗн, МЧС вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ илнисем те пур. Вӗсем тӑван шкулпа ҫыхӑну тытсах тӑраҫҫӗ, тӗлпулусене килеҫҫӗ.

Алексей Тихонов хӑй те ача чухнех спорта юратса ӳснӗ. Ҫавӑнпах та пулӗ Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗн физвоспитани факультетне ҫул тытнӑ. Аслӑ категориллӗ учитель ачасемпе ҫӑмӑл атлетика енӗпе те занятисем ирттерет. Унӑн воспитанникӗсем округри ӑмӑртусенче анчах мар республика шайӗнчи тупӑшусенче те малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ.

Алексей Александрович шкулта ӗҫленипе пӗрлех округра йӗркелекен спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттернӗ ҫӗре те хастар хутшӑнать.

Спортпа физкультурӑна аталантарас енӗпе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн вӑл округ администрацийӗн  наградисене те темиҫе хутчен те илме тивӗҫ пулнӑ. Ачасене пӗлӳпе воспитани парас енӗпе тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн  ӑна Чӑваш Республикин Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин тата физкультурӑпа спорт министерствисем Хисеп грамотисем парса чысланӑ.

Паянхи кун мал ӗмӗтпе пурӑнать А.Тихонов. Хӑйӗн воспитанникӗсем республика, Раҫҫей шайӗнче палӑрса округ чысне ҫӳле ҫӗклессе шанса тӑрӑшать. Физкультурник  кунӗ ячӗпе саламласа ӑна тата округри спорта аталантарас ӗҫре ырми-каним тӑрӑшакансене  ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *