Округри территори уйрӑмӗсенче «Ниме — халӑх бюджечӗ» проектпа кӑҫал тума палӑртнӑ объектсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.
Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи Хирти Явӑш ялӗнче шыв пӑрӑхӗсем ҫӗр айне хывса тухнӑ. Ҫакӑ 200 яхӑн киле шывлӑ пулма май парать. Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗн масарӗнче тирпей-илем кӗртсе ҫӗнӗ ҫурт туса лартнӑ. Тукай ялӗнче культура ҫурчӗ умӗнчи лапама йӗркене кӗртес ӗҫсем пыраҫҫӗ. Комсомольскинчи Северный поселокри Кречетникова урамӗнчи ача-пӑчана вылямалли площадка ҫывӑхӗнче ҫынсене ларса канса пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме май паракан беседка туса лартнӑ. Поселока кӗрекен ҫул ҫывӑхӗнче стела вырнаҫтарнӑ.
Кӑҫал ялсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене юсаса тирпей-илем кӗртес енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ, Хирти Мӑнтӑр ялӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче П.Г.Смирнов летчике асӑнса лартнӑ палӑка юсанӑ. Ӑна 1974 ҫултах вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Халӗ вӑл вырӑн палӑрмаллах илемленнӗ.
Александровка территори уйрӑмӗнче те паттӑр летчиксен ячӗпе ларнӑ палӑкпа самолет макечӗ кивелсе ҫитнӗ. Вӗсене йӗркене кӗртес енӗпе те ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Кӑҫал халӑх пуҫарӑвӗпе тума палӑртнӑ объектсенченчен нумайӗшне туса пӗтернӗ е ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Халӗ ҫитес ҫул валли палӑртнӑ проектсене конкурса тӑратасси пырать.
(ХАМӐР ИНФ.).

