Кӑҫал муниципаллӑ округра 233 миллион ытла тенкӗлӗх строительство ӗҫӗ пурнӑҫлама палӑртнӑ. Унта ҫул-йӗр тӑвасси, пуҫаруллӑ проектсене ӗҫе кӗртесси, хӑтлӑ хула хутлӑхӗ йӗркелесси, уйрӑм ҫынсен ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑрасси кӗрет.
Яланхи пекех кӑҫал та округра пуҫаруллӑ проектсемпе ҫине тӑрса ӗҫлеме тӑрӑшатпӑр. Иртнӗ ҫул ку тӗлӗшпе 64 миллион ытла тенкӗлӗх ӗҫ тунӑ, пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе 48 объекта хута янӑ. Кӑҫал вара 55 проект пурнӑҫлама палӑртнӑ. Вӗсенчен 24-шӗ автомобиль ҫулӗсемпе, 31-шӗ территорисене тирпей-илем тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе пулмалла. Ку енӗпе ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. Нумайӑшне хута янӑ е вӗҫлеҫҫӗ. Ку енӗпе Комсомольски, Элпуҫ, Урмаел, Тукай, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗсенче пурӑнакансем хастар пулнине палӑртмалла.
«Городская среда» тата «Формирование комфортной городской среды» программӑсемпе килӗшӳллӗн (ӑна Чӑваш Республикин 2025—2030 ҫулсенчи социаллӑ-экономикӑлла аталану программине кӗртнӗ) Комсомольски ялӗнчи «Таныш» пасар патӗнчи лаптӑка хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Ҫитес ҫул кунта тирпей-илем кӗртесси малалла тӑсӑлӗ.
Ҫынсен пурӑнмали ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси чи пӗлтерӗшӗ ыйтӑвӗ пулса тӑрать. Кӑҫал 107 тӑваткал метр ытла ҫурт-йӗр хута яма палӑртнӑ. Ку енӗпе те ӗҫлетпӗр.
Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх сфери пӗлтерӗшлисенчен пӗри. Чи ҫивӗч ыйту Комсомольскинче тасатакан сооружени тата станци тӑвасси пулса тӑрать. Ку проект 805 миллион тенкӗрен те иртет. Проект документацийӗсем патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин 2030 ҫулчченхи социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӗн программине кӗртнӗ, ӗҫсем 2027— 2028 ҫулсенче пуҫланмалла.
Ҫулсен пахалӑхӗ округшӑн тӗп вырӑнта тӑрать. «Дорожное хозяйство» проектпа килӗшӳлӗн кӑҫал чылай ӗҫ тума палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 450 миллион тенке яхӑн укҫа-тенкӑпе усӑ курмалла. Комсомольскине, Нӗркеҫе, Хирти Шӑхасана, Асанкассине, Эткере, Элпуҫне ҫитерекен ҫулсене, пурӗ 10 километр ытла, юсаса пахалӑхне лайӑхлатмалла.
Округра юлашки ҫулсенче тӑвакан пысӑк строительство объекчӗ вӑл — Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ. Унта строительсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен ӗҫсене вӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Комсомольскинчи «Колосок» ача сачӗ те (сӑн ӳкерчӗкре) ҫитес вӑхӑтра юсав хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене уҫӗ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ те тӗпрен ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн ачасене кӗтсе илме хатӗр пулӗ. Ку ӗҫсем «Ҫӗнӗ шкул» тата «Ҫамрӑксем тата ачасем» проектсемпе пурнӑҫланаҫҫӗ.
Округра пурӑнакан строительство ӗҫӗнче тӑрӑшакансемпе ветерансене профессиллӗ уяв ячӗпе саламласа малашне те пултаруллӑ пулма ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунатӑп.
Александр Краснов,
округ администрацийӗн капиталлӑ строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн начальникӗ.

