Суббота, 5 сентября

Кӗнекесемпе пӗчӗкрен туслаштармалла

Кӗнекесемпе пӗчӗкрен туслаштармалла

Кӗнекепе туслӑ ача ҫирӗп ӑс-тӑнлӑ ҫитӗнет. Вӑл тӗрӗс ҫырать, нумай пӗлет. Ҫакна ашшӗ-амӑшӗ те, вӗрентекенсем те лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Анчах та пӗчӗккисене юмах вуласа панипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар, шухӑшлавне аталантарас тесе ыйтусем ҫине те хуравлама хӑнӑхтармалла. Тупмалли юмахсен ыйтӑвӗсене пӗрле шырани те усӑллӑ.

Пӗчӗк чухне ачашӑн пурте интереслӗ. Ҫутҫанталӑкри пулӑмсем, ӳсен-тӑран тӗнчи, кулленхи ӗҫ-хӗлте пулса иртекен  япаласем… Вӗсемпе ачасене паллаштарса пымалла, кӗнекесенчи сӑнарсемпе ҫыхӑнтарса ӑнлантарса пама тӑрӑшмалла.

Шкул ҫулне ҫывхарса пыракан ача кун йӗркине пӑхӑнма хӑнӑхсан вӗренӳре нихӑҫан та ҫухалса каймасть. Пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫне ҫити туса пӗтерме тӑрӑшать. Ҫавӑнпа та кун йӗркине кӗнеке вулассине те кӗртме сӗнесшӗн. Ачапа пӗрле юмахсене вуласа вӗсене сӳтсе явмалла. Вӑл е ку сӑнар мӗншӗн ҫапла тунине пӗчӗкскер ӑнланса илтӗр тесе тӑрӑшмалла.

Пирӗн ача садӗнче ӗҫлекенсем ачасем хӑйсене хаваслӑ туйччӑр тесе тӑрӑшнипе пӗрлех тавркакурӑмне те анлӑлатчӑр, аталанччӑр тесе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле час-часах тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем хушшинче, паллах, кӗнекесемпе туслашма пулӑшаканнисем те пулаҫҫӗ. Агния Барто поэтессӑн ача-пӑча валли ҫырнӑ сӑввисемпе паллашни пӗчӗккисен асӗнче чылайлӑха асра юлчӗ пулӗ. Ачасене яланах теттесем илӗртеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та мероприятие те теттесемпе йӗркелерӗмӗр. Сӑвӑҫ чӗрчунсене питӗ юратнӑ. Ҫамрӑклах сӑвӑ ҫырма пуҫланӑскер хӑйӗн хайлавӗсене чӗрчунсене халалланӑ. Садикри «Колокольчики» ушкӑнне ҫӳрекенсемпе поэтӑн «Тетте» сӑввипе вӑй ӑйӗркипе паллашрӑмӑр. Ушкӑнра пурте калаҫмасан та тимлӗ итлесе, пӑхса  ларчӗҫ. Ку вӗсемшӗн кӗнекесем патне туртӑнма май паракан пӗрремӗш утӑм вырӑнне пулчӗ. Ачасем хӑйсем те А.Барто сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ. Вӗсем туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑшма, чӗрчунсене юратма вӗрентнине палӑртрӗҫ.

Каярахпа шӑпӑрлансемпе поэтӑн садикре пур кӗнекисене пӑхса тухрӑмӑр, ҫӗтӗлме пуҫланисене юсарӑмӑр. Ку та ачасене кӗнекесемпе теттесене тирпейлӗ тытма вӗрентекен утӑмсенчен пӗри.

Ашшӗ-амӑшне ачасемпе ытларах пулса, вӗсене кӗнекесен тӗнчине илсе кӗме сӗнесшӗн. Ачаран кӗнекесене юратса ӳсекен ҫитӗнсе ҫитсен те вӗсенчен уйрӑлмӗ. Кӗнеке вара — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ.

Тамара Шеверова,

«Пилеш» ача сачӗн воспитателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *