Чӗчкен ялӗнчи ҫынсем пурӑнакан тавралӑх илемлӗ те хӑтлӑ пултӑр тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Ушкӑнпа пуҫтарӑнса обществӑлла вырӑна тасатма тухаҫҫӗ. Вӗсем ҫулсеренех пуҫарулӑх кӑтартса «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта та хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫитес ҫул вӗсем ялти Ленин тата Школьная урамсенчи ҫулсене юсас тӗллевлӗ. Вӗсем ҫулсем иртнӗҫемӗн юхӑннӑ. Урмсенчи ҫулсем такӑр та тикӗс пулни пуриншӗн те аван пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ, пултарнӑ таран укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ. Ку ӗҫрен никам та айккинче юлмасть. Пурте ҫитес ҫул вӑл урамсенче такӑр ҫул пуласса шанаҫҫӗ.
Гелия Гинатуллина.

