ХАЛЬХИ ача-пӑча Интернетсӑр пурӑнаймасть та пулӗ. Кунта вӗсем хӑйсене кирлине е кирлӗ маррине нумай тупаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе туслашаҫҫӗ те. Ҫав вӑхӑтрах Интернетри хӑрушсӑрлӑх правилисене те асра тытмалла:
— хӑвӑрӑн пароле никама та, нихӑҫан та ан пӗлтерӗр, час тавҫӑрса илмелле мар кӑткӑс пароль шыраса тупӑр;
— социаллӑ сетьре регистрациленнӗ чух хӑвӑр ҫинчен тулли информаци ан парӑр телефон номерӗ, эсир пурӑнакан вырӑн, шкул, аҫӑрпа аннӗр ӑҫта ӗҫлени тата ытти те;
— Интернета сӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ чух питӗ асӑрхануллӑ пулӑр, унта хӑвӑрӑн ҫемйӗре, шкулӑра, ҫуртӑра тата ыттине те ан кӑтартӑр:
— Интернет урлӑ паллашнӑ ачапа (ҫитӗннӗ ҫынпа) тӗл пулассинчен пӑрӑнма тӑрӑшӑр;
— нумай ҫын хӑй ҫинчен Интернетра тӗрӗс мар пӗлтернине асра тытӑр;
— Интернетра ачасем кӗме юраман сайтсем нумай, енчен те эсир ӑнсӑртран ҫак сайта кӗрсен, хӑвӑртрах тухма васкӑр;
— нихӑҫан та хӑвӑрӑн телефон номерне е электрон адресне ан пӗлтерӗр, палламан номерлӗ шӑнкӑрава ан тытӑр;
— аслисенчен ыйтмасӑр файлсем, программӑсем тата музыка ан уҫлӑр — вӗсенче компьютера сиен кӳрекен вирус пулма пултарать.
Е.ЖОЛОБОВА.

