Кӑҫалхи сентябрӗн 18, 19 тата 20-мӗшӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созыври тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш созыври депутатсене суйлатпӑр.
Енчен те ҫак кунсенче суйлавҫӑ хӑй пурӑнакан вырӑнта пулаймасан унӑн маларах ытти мелсене суйлама тӑрӑшмалла. Ку енӗпе «Мобильлӗ суйлавҫӑ» пулӑшать е дистанци мелӗпе (ДЭГпа) сасӑлава хутшӑнма пулать. Пӗрремӗш мелӗпе усӑ курас тесен августӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 14-мӗшӗччен е «Патшалӑх пулӑшӑвӗсен» порталӗ, е НФЦ, е территори суйлав округӗ урлӑ заявлени тӑратмалла. Сентябрӗн 9-мӗшӗнчен заявление участокри суйлав комиссийӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӑвӑр пулнӑ вырӑнта суйлава хутшӑнма май пур. ДЭГпа усӑ курас тесен августӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 14-мӗшӗччен «Патшалӑх пулӑшӑвӗсем» портал урлӑ заявлени тӑратмалла. Суйлав кунӗсенче компьютерпа, планшетпа е смартфонпа усӑ курса хӑвӑр сасса пама май пур.

