Августӑн 1-мӗшӗнче Асанкасси ялӗ 420 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ. Унӑн историйӗ пуян. Иртнӗ ӗмӗрте вӑл лаптӑкӗпе те, ҫынсен шучӗпе те пирӗн тӑрӑхри чи пысӑк ялсенчен пӗри пулнӑ.1795 ҫулта кунта 68 хуҫалӑхра 435 ҫын,1884 ҫулта 175 хуҫалӑхра 919 ҫын, 1929 ҫулта 327 хуҫалӑхра 1706 ҫын пурӑнни паллӑ.1950 ҫулччен ялта икӗ колхоз пулнӑ. Вӗсене пӗрлештерсе 1950 ҫулта Ульянов ячӗллӗ колхоз туса хунӑ. Ҫав ҫул унта 425 хуҫалӑх,1957 колхозник шутланнӑ. Каярахпа ял татах та ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра Асанкассинче 800 ытла ҫын пурӑнать. Ялта «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать, Асанкасси вӑтам шкулӗ ачасене тарӑн пӗлӳ парас тесе тӑрӑшать. Ял ҫыннисем ҫулсеренех пуҫаруллӑ проектсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи юбилей уявӗ «Ниме — халӑх бюджечӗ» проектпа нумай пулмасть хута янӑ уҫӑ ҫӗрти сцена ҫинче тата ун ҫывӑхӗнчи тирпейлесе хӑтлӑлатнӑ вырӑнсенче иртнӗ.
Уява халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Хӑнасене чӑвашсен авалтан пыракан йӑлипе ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑрапа, халӑх юррипе кӗтсе илнӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ В.Н.Степанов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Ю.А.Поповпа П.С.Краснов, «Единая Россия» партин регионти ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи А.Н.Осипов, Чӑваш Республикинчи «Пушара хирӗҫ кӗрешекен служба» КУн пай пуҫлӑхӗ А.Г.Афанасьев, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, «Асаново» ЯХПК председателӗ А.Н.Бахтеров пурне те ырлӑх-сывлӑх, уявра туллин савӑнма ырӑ кӑмӑл суннӑ.
Уява Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Карпов уҫнӑ. Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ Л.В.Озерова пуҫтарӑннисене ял историйӗпе паллаштарнӑ.
Асанкасси халӑхӗ ӗҫре те, юрӑ-ташӑра та, спортра та маттур. «Асаново» хуҫалӑхра тӑрӑшакансем уй-хирте тулӑх тырпул ҫитӗнтереҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗхрен продукци илес тӗлӗшпе те ӳсӗмлӗн ӗҫлеҫҫӗ. Кооператив кунта пурӑнакансемпе пӗрле ял сӑн-сӑпатне тирпейлесе лайӑх енне улӑштарас тӗлӗшпе чылай тӑрӑшать. Ялта пуҫаруллӑ ҫынсем те, хӑйсен ӗҫӗпе хисеплӗ ят-сум ҫӗнсе илнисем те сахал мар. Вӗсем Республика Пуҫлӑхӗн, «Единая Россия» партин регионти тата вырӑнти уйрӑмӗсен, округ администрацийӗн Хисеп грамотисене, Тав хучӗсемпе Тав ҫырӑвӗсене, парнесене тивӗҫнӗ. «Асаново» ЯХПК хӑй вӑйӗпе ялта пушар деповне тытса тӑрать. Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешес служба кооперативри пушар хуралӗн ӗҫченӗсене наградӑсемпе пӗрлех пушар сӳнтерме кирлӗ хатӗрсем парнеленӗ.
Уяв программи пуян та тӗрлӗ енлӗ пулнӑ. Мероприятие килнисем «Ялти ылтӑн алӑллисем» выставкӑра Н.Г.Николаев, З.Г.Чижикова, Е.В.Елизарова, Е.В.Васильева тата ытти ӑстасен ал ӗҫӗсемпе кӑмӑлласа паллашнӑ. Ял историйӗ пуян терӗмӗр те, тӗрлӗ вӑхӑтри сӑнӳкерчӗксенчен, документсенчен хатӗрленӗ стендсем умӗнче чарӑнса тӑракансем те чылайӑн пулнӑ. Унта ялӑн тӗрлӗ ҫулсенчи ӗҫӗ-хӗлӗпе пурнӑҫӗ уҫҫӑн курӑннӑ.
Юрӑ-ташӑсӑр уяв иртмест. Асанкасси культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем пуян концерт йӗркеленӗ. Ял ҫыннисене саламлама Хырхӗрри ялӗнчи художество пултарулӑх коллективӗ те ҫитнӗ. Куракансем ентешӗсен Венера Николаеван, Алена Родионован тата чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен Светлана Печникован, Сергей Павловӑн, Татьянӑн пултаруллӑхне те хапӑлласа йышӑннӑ.
Ача-пӑча батут ҫинче тата ытти вӑйӑсенче савӑнӑҫ тупнӑ. Кунтах чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫне те тутанса пӑхма май пулнӑ. Тулӑх сӗтел патӗнче техӗмлӗ чей ӗҫсе ял ҫыннисем иртнине аса илсе калаҫнӑ.
Волейбол, футбол тата ытти вӑйӑсенче ҫирӗпписем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем тупӑшнӑ. Уява килнисем кашниех хӑйсене килӗшекен вырӑн тупса чун каниччен канма пултарнӑ.
Ҫакӑн пек уявсем тахҫантанпа курман пӗлӗшсемпе тӗл пулма, чуна уҫса калаҫма, пӗрле савӑнма май параҫҫӗ. Ҫынсене пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах пулма, ҫыхӑнусене ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ, малашнехи кун-ҫул валли вӑй параҫҫӗ.
Асанкассисем хӑйсем пур енӗпе те пултаруллӑ пулнине, чун каниччен савӑнма пӗлнине ҫак уяв туллин кӑтартнӑ.
Юрий Гаврилов.

