Суббота, 8 августа

Ӗҫе пӗлсе йӗркелени тухӑҫпа савӑнтарать

Ӗҫе пӗлсе йӗркелени тухӑҫпа савӑнтарать

«Слава картофелю» агрофирма» ООО ҫулсеренех июль уйӑхӗнче «Уй-хир кунӗ» ирттерет. Унта ҫӗрулми туса илес енӗпе ӗҫлекен специалистсем хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар Раҫҫейӗн нумай регионӗнчен  те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та июлӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ мероприятие ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен нумай хӑна килсе ҫитнӗ. Вӗсем хушшинче уйрӑм предпринимательсем те, предприятисемпе фирмӑсен ертӳҫисем те, тӗпчев институчӗсен специалисчӗсем  те пур. Хисеплӗ хӑнасене Комсомольски культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ юрӑ-ташӑпа, чӑвашсен йӑли-йӗркипе ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ.

2026 ҫул — «Слава картофелю» агрофирмӑшӑн юбилей ҫулӗ. Вӑл йӗркеленнӗренпе  кӑҫал 25 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа салам сӑмахӗсем нумай пулчӗҫ. Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ А.С.Такмаков агрофирма республикӑра ҫӗрулми тата пахча ҫимӗҫ туса илес енӗпе чи лайӑх предприятисенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. Комсомольски тата Елчӗк округӗсен пуҫлӑхӗсем Н.Н.Раськин тата Л.В.Левый «Слава картофелю» агрофирма республикӑра ҫеҫ мар ун тулашӗнче те ырӑ ят ҫӗнсе илнине ҫирӗплетрӗҫ, вырӑнти хыснана  пысӑк налук тӳлекен, ҫынсене ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтерекен, пахалӑхлӑ продукци туса илекен предприятие малашне те ӑнӑҫу сунса саламларӗҫ. Николай Никандрович агрофирмӑна ятарлӑ ҫар операцие хутшӑнакансене ҫӗрулмипе, пахча ҫимӗҫпе, укҫа-тенкӗпе  тата ытти енсемпе те гуманитари пулӑшӑвӗ нумай кӳнӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.А.Попов, хӑй те ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ май, историе таврӑнса агрофирмӑн малтанхи утӑмӗсем ҫинчен чарӑнса тӑчӗ.

«Слава картофелю» агрофирмӑна 2011 ҫулта А.П.Капитонов, А.Е.Потемкин, Х.С. Идиатуллин пӗрле тӑрӑшса йӗркелесе янӑ. Малтанхи ҫулсенче ҫӑмӑл килмен вӗсене.  Ӗҫе 27 гектар ҫӗр ҫинче пуҫӑннӑ. Ерипен, ҫул хыҫҫӑн ҫул пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн аталанса пынӑ. Ют ҫӗршыв технологине пӑхӑнса ӗҫлесе «иккӗмӗш ҫӑкӑртан» пысӑк тухӑҫ илме пуҫланӑ. Ҫӗр лаптӑкӗ те ӳссе пынӑ, 100, 200, 300…  Кӑҫалхи ҫул тӗлне вӗсен Комсомольски, Елчӗк, Канаш  округӗсенче пурӗ 5 пин гектар ҫӗр шутланать. Вӗсенчен 600 гектарӗ ҫинче ҫӗрулми лартса  ӳстереҫҫӗ. Ятне пӑхсан ку агрофирма «иккӗмӗш ҫӑкӑрпа» ҫеҫ ӗҫлет теме пулать. Анчах та ҫӗр ӗҫ культури пусӑ ҫавӑрӑнӑшне тытса пыма хистет. Ҫавӑнпа та кунта пахча ҫимӗҫ те, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем те, сидератлӑ культурӑсем те акса-лартса тӑваҫҫӗ. Шӑрӑх та типӗ ҫулсем те пулаҫҫӗ. Ҫакна шута илсе ҫӗрулмие тата пахча ҫимӗҫе шӑварассине те йӗркеленӗ.

Паян  вӑл «АСК — Канаш», «АСК — Елчӗк» агрофирмӑсене пӗрлештерсе тӑрать. Акционерлӑ общество ҫулсеренех пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетсе пырать. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе анлӑ усӑ курать. Ҫӗрулми туса илнӗ чухне малта пыракан технологие мала хурать. Ҫӗршыври тата республикӑри вуншар фирмӑпа нумай ҫул туслӑн, килӗштерсе ӗҫлет. «Уй-хир кунӗнче» партнерсем сӗнекен пулӑшусемпе туллин паллашма май пулчӗ.

Малтанхи ҫулсенчи «Уй-хир кунӗсенчи» канашлусенче малашлӑхра ҫӗрулми вӑрлӑхне пробиркӑра туса теплицӑсенче ҫитӗнтерес тӗллевсем пирки калаҫатчӗҫ. Тӑрӑшсан, тӗллевсем патне ӑнтӑлсан мӗн шутланине тума май пур. Ҫакна агрофирмӑна ертсе пыракансем ӗҫпе туллин ҫирӗплетсе панӑ. Агрофирмӑн Йӑлмахва ялӗнче  калчаран ҫӗрулми вӑрлӑхне ҫитӗнтерекен теплица пур. Унта ӳсен-тӑрана ӳсмелли пур условисене те пӑхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫалхи семинара хутшӑнакансем унта пулчӗҫ. М.В.Данилов заведующи вӗсене пӗр пӗчӗк пӗрчӗрен  темиҫе хут супер элита сортлӑ ҫӗрулми ҫитӗнтермелли технологи пирки каласа пачӗ,  кӑҫал туса илнӗ «Кибиц», «Балтик Роуз», «Аксения»    супер элита сортсемпе паллаштарчӗ.

Ҫанталӑк пӗлӗтлӗ пулсан та, тӑрсан-тӑрсан ҫумӑр ҫусан та  ҫакӑ «Уй-хир кунне» пуҫтарӑннисен кӑмӑлне пӑсмарӗ. Вӗсем «АСК — Елчӗк» агрофирмӑн Хирти Пинер ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ сорт ҫӗрулми ҫитӗнтерекен уйне ҫитсе курма май тупрӗҫ. Шап-шур ҫеҫке ӑшне путнӑ «иккӗмӗш ҫӑкӑр» уйӗсем пурин кӑмӑлне те кайрӗҫ. «Гала», «Кибиц» сортлӑ ҫӗрулми уйӗсенче лартнӑ хыҫҫӑн ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе усӑ курнӑ препаратсем пирки «Август» фирмӑн специалисчӗсем тӗплӗн ӑнлантарса пачӗҫ. Уйсемпе паллашакансем хушшинче ачасем те пурри интереслентерчӗ. Чӑваш ял хуҫалӑх университечӗн профессорӗн Л.Г.Шашкаровӑн мӑнукӗсем иккен. Леонид Геннадьевич пирӗн округра иртекен семинар-канашлусенче час-часах пулать, ял хуҫалӑх специалисчӗсене сӗнӳ-канашсемпе пулӑшма тӑрӑшать. «Мӑнуксем те ял хуҫалӑхӗпе интересленеҫҫӗ. Вӗсем хапӑлласах хирсем пӑхма ҫула тухма хатӗр пулчӗҫ. «Слава картофелю» агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Р.Х.Идиатуллин — манӑн студент пулнӑ. Университетра вӗреннӗ чухнех пӗлӳ патне туртӑмӗ пысӑкчӗ. Унӑн ӳсӗмӗсемшӗн чунтан савӑнатӑп», — пӗлтерчӗ вӑл. Чӑваш ял хуҫалӑх университечӗн ректорӗ Н.В.Алтынова та хирсен илемӗпе хӑпартланнине пытармарӗ. Университетра пӗлӳ илнӗ специалистсем республикӑра ял хуҫалӑхне аталантарас тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнишӗн савӑннине палӑртрӗ.

Чӑннипех те ку уйсем чуна савӑнтараҫҫӗ, пысӑк тухӑҫ пама шантараҫҫӗ. Агрофирма ӗҫченӗсем агротехника йӗркине пӑхӑнса, пур ӗҫе те вӑхӑтра йӗркелесе пыни курӑнать. Пур ҫӗрте те тирпейлӗх хуҫаланни куҫ умӗнче.

Малалла Кӗҫӗн Каҫал ялӗ ҫывӑхӗнчи апат-ҫимӗҫ валли ҫитӗнтерекен уйсене те ҫитсе курмаллаччӗ, анчах та ҫумӑр вӑйланни чӑрмантарчӗ.  Ҫавӑнпа та пуҫтарӑннисем Елчӗк тата Комсомольски округӗсенчи ҫӗрулми упрамалли хранилищисене ҫул тытрӗҫ. Унти ӗҫ циклӗпе, управ ӗҫӗ-хӗлӗпе агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин, специалисчӗсем тӗплӗн паллаштарчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

«Уй-хир кунне» хутшӑнакансем ҫак кун ҫӗрулми туса илессин ӗҫӗнче нумай ҫӗннине курчӗҫ. Чӑннипех те кунта вӗренмелли, хӑйсен ӗҫӗнче малашне усӑ курмалли ырӑ тӗслӗхсем нумай. Вӗсене пӗр статьяра ҫырса та пӗтереймӗн.

Агрофирма 25 ҫул хушшинче Раҫҫей шайӗнче те палӑрнинче вӗсен ертӳҫисен те, квалификациллӗ специалистсен те, унта ӗҫлекен механизаторсемпе рабочисен  те тӳпи пысӑк.

25 ҫул нумаях та вӑхӑт мар, ҫын ӗмӗрӗпе шутласан каччӑ ҫулӗнче анчах. Ҫирӗп вӑй-халлӑ ҫамрӑкӑнни пек унра хӑват тапсах тӑрать. Апла пулсан агрофирма малалла та аталанасса, тӗрекленессе шанма пулать. Уй-хир культурисене ҫитӗнтерме  ҫанталӑкӑн ырӑ кунӗсем пулччӑр.

Ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсемшӗн агрофирма нумай-нумай наградӑна тивӗҫнӗ: «Чи лайӑх пӗчӗк предприяти», «Ҫӗрулми туса илекен чи лайӑх компани», Чӑваш Республикинче 1 гектар ҫӗр пуҫне чи пысӑк тухӑҫ илнӗшӗн I степеньлӗ дипломсем, Ылтӑн тата Кӗмӗл медальсем, Раҫҫей Федерацийӗнче ӳсен-тӑран отраслӗнче тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн I тата II степеньлӗ дипломсем… Агрофирмӑна  2012, 2014, 2015, 2021—2025 ҫулсенче районта анчах мар, республикӑра та чи тухӑҫлӑ та нумай ҫӗрулми туса илекен предприяти тесе палӑртнӑ. Ҫулсеренех республикӑри «Клуб Агро — 100» чи лайӑх хуҫалӑхсен шутне кӗнӗ. Кӑҫал вара вӑл рейтингра 8-мӗш вырӑнта тӑрать. Ҫӗр ӗҫӗ ҫине чӑн-чӑн хуҫа куҫӗ пек пӑхни, пурне те вӑхӑтра та пахалӑхлӑ туни ҫитӗнӳсем тума май параҫҫӗ те.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *