Комсомольски райповӗнче тӑрӑшакансем халӑха таварсемпе тивӗҫтернипе пӗрлех сывлӑхӗсене ҫирӗплетсе спортпа туслашма та вӑхӑт тупаҫҫӗ. Вӗсем ҫулсеренех республикӑри потребкоопераци ӗҫченӗсен сывлӑхпа физкультура спартакиадине хутшӑнаҫҫӗ. Унта лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть суту-илӳ ӗҫченӗсем Хӗрлӗ Чутай ялӗнчи «Хастар» спорт комплексӗнче мини-футбол енӗпе хӗрарӑмсем хушшинче иртнӗ турнира хутшӑннӑ. Унта пысӑк ӑсталӑхпа выляса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Вӗсене ҫитӗнӳ тунӑ ятпа саламлатпӑр, малашне те малта пыма сунатпӑр.

