Вторник, 11 августа

Шӑпӑрлансамшӗн кантӑк йӑпанчӑк ҫеҫ мар, хӑрушлӑх та…

Ача-пӑча чылай чухне лара-тӑра пӗлмест. Унта-кунта та хӑпарса каять, урамра та вылять… Асӑрхаса ӗлкӗреймесен шӑпӑрлансем нимӗн те мар инкек-синкек туса хума та пултараҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра уйрӑмах ачасем чӳречерен тухса ӳксе инкек курасран питӗ сыхӑ пулмалла. Чылайӑшӗ шӑна-пӑван вӗҫсе кӗресрен унта сетка караҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑ пӗчӗк ачасемшӗн илӗртӳллӗ. Вӗсем унтан тытӑнас теҫҫӗ те урам енне тухса ӳкеҫҫӗ. Темиҫе кун каялла ҫеҫ Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк ача тӑваттӑмӗш хутри чӳречерен тухса ӳксе йывӑр суранланнӑ.

Кӑҫал ҫеҫ республикӑра ҫакнашкал синкерлӗ вунӑ тӗслӗх пулнӑ.

Ремис  Шарафутдинов,

округ администрацийӗн гражданла хӳтӗлев, чрезвычайлӑ лару-тӑру, мобилизаци тата ятарлӑ программӑсен пай начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *