Комсомольскинчи Дружба урамӗнчи ҫула унта пурӑнакансен пуҫарӑвӗпе темиҫе ҫул каялла вак чул сарса хытарнӑччӗ. Ҫулсем иртрӗҫ, автотранспорт юхӑмӗ пысӑк — урамри ҫул та япӑхланчӗ. Унта ланкашкасем йышланчӗҫ. Нумаях пулмасть ку урамра пурӑнакансем пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсен вӑйӗпе ҫула тикӗслеме шутларӗҫ. Палӑртнӑ кун ку урамра пурӑнакансем нимене пуҫтарӑнчӗҫ. Ушкӑнпа вӑй хурсан ӗҫ ӑнать. Тӑрӑшуллӑ ӗҫлесе вӗсем тикӗс мар вырӑнсене пӗтерчӗҫ.
Кунта пурӑнакансем урамри ҫул нумай вӑхӑт тикӗс те такӑр тӑтӑр тесе 2027 ҫулта «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хутшӑнса асфальлӑ ҫул сарас тӗллевлӗ. Пуҫару ушкӑнӗ ӗҫлет, ҫынсем урамри ҫул валли укҫа-тенкӗ хываҫҫӗ. Проектпа килӗшӳллӗн 570 метр ҫула асфальт сармалла. Ҫакӑ кунта пурӑнакансен пурнӑҫне хӑтлӑх кӗртме пулӑшӗ.
Дружба урамӗнче пурӑнакансем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ. Урамра тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи тавралӑх илемлӗ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫитес ҫул ку урама та асфальтлӑ ҫул ҫитессе чӗререн шанаҫҫӗ.
Галлям Зейнетдинов.

